Псоу (юханшыв)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Псоу (абх. Ҧсоу) — Анăç Кавказри юханшыв. Пĕтĕм юхăмĕпе Раççейпе (Краснодар Ен) Абхази хушшинчи чикĕ шутланать. Агепста ту тайлăмĕнче пуçланать. Тăсăлăвĕ — 57 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 420 çм² яхăн. Хура тинĕсе юхса кĕрет.
Псоу тăрăх Сочин тухăç чикки пырать.