Тĕве

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дромедар

Тĕве (лат. Camelus) — тир хытнă ураллă кĕçĕн ушкăнĕн сĕт ĕçекенсен ăрачĕ. Тĕве — пушхирте пурăнма хăнăхнă пысăк чĕрчун.

Тĕвесен икĕ тĕсне те 5000 çул каялла алла вĕрентнĕ. Çутçанталăкри тискер тĕвисене Гоби пушхирĕнче Н. М. Пржевальский çулçӳревçĕ тĕпчесе уçнă. Халĕ икĕ курпунлă тĕвесене Якутире плейстоцен паркĕнче пурăнма хăнăхтарас енĕпе ĕçлеççĕ. Çапах та тискер тĕвесем сайра тĕл пулаççĕ. Çурçĕр Америкăпа Австралин типĕ çĕрĕсенче çак выльăха ирĕке кăларнă — кунта вĕсем лайăх ĕрченĕ.

Çитĕннĕ тĕве йывăрăшĕ — 500—800 кг, 2-3 çулти тĕве пĕтĕленме пултарать. Тĕве 20 çула çити пурăнать.

Çак сĕт ĕçекенсем хаяр типĕ çĕрсенче хăйсене тĕреклĕ туяççĕ. Çăра çăм ăна кăнтăрлахи шăрăхпа çĕрлехи сивĕрен упраççĕ. Икĕ пӳрнеллĕ икĕ ура — сапăнакан хăйăрпа е вак-тĕвек чул çине пусса утаççĕ. Тĕве тарламасть, шăнă чух та сахал шыв çухатать. Сăмса шăтăкĕнчен сывлăшпа пĕрле тухакан нӳрĕкĕ пĕрмечере пуçтарăнса калех çавара лекет. Шывсăр тĕве кĕлеткин 40 % йывăрăшне çухатса та, ура çинчех тăрать. Янтă шыв тĕлне çитсен, нӳрĕксĕр асап тӳснĕ тĕве пĕр самантра тӳрех 57 литр шĕвеке хырăма кӳпет. Тĕвен пушхирте çӳреме ятарлă меллĕхĕ — курпун — пур. Унăн çу янтăхĕ çав тери йăвăр пулассенче шыв çăлкуçне ылмаштараççĕ. Тĕве вара шывсăр икĕ эрне, апат çимесĕр икĕ уйăха тарин утма пултарать.

Пысăк шыв кӳлленчĕкĕсене хăйĕн ĕмĕрĕнче курман пулсан та, тĕве шывра лайăх ишет.

Тĕве евĕрлисен шутне çаплах альпака, лама, гуанако тата викунья чĕрчунĕсем кĕреççĕ. Альпакăпа лама — килти выльăх, вĕсемпе çăм тупăçĕ енĕпе усă кураççĕ.

Çак чĕрчунсен икĕ тĕсе тĕл пулать:

Тĕве символикăра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Челепи гербĕ

Тĕве хăйпе, чи малтанах, тӳсĕмлĕхе кăтартать.

Тĕвене Исет провинцийĕн гербĕнче ӳкернĕ. Халĕ тĕве Челепи хулипе облаçĕн гербĕпе ялавĕ çинче.

1830 çулта пичетрен тухнă «Полное собрании законов Российской империи» çапла ăнлантарнă:

«Навьюченный верблюд в знак того, что оных в сей город довольно с товарами приводят»

Тĕве сутă-илӳ палăртăвĕн симвăлĕ шутланать, çавăнпа ĕнтĕ караван çулĕ хула витĕр тухни паллă пулать. [1]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]