Сăрă йĕкехӳре

Википедири материал

Сăрă йĕкехӳре

Йĕкехӳре кĕлетки тăршшĕ 25 см яхăн, хÿри - 12 см. Йывăрăшĕпе çур килограма çитет. Ытларах чухне сăрăрах хăмăр тĕслĕ. Хырăм айĕ çутă кăвакрах. Хÿри çăмсăр, вĕтĕ хупăсемпе витĕннĕ. Йĕкехÿре этем пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Пирĕн тăрăхра йĕкехÿресем пĕр ĕмĕр каялла кăна хытă ĕрчесе кайнă, çакна чукун çул хывнипе çыхăнтараççĕ. Этеме йĕкехÿре ытларах хĕллехи вăхăтра аптратать. Çулла çитсен нумай чухне юханшывсем хĕррине пурăнма куçать, мĕншĕн тесен йĕке хÿрене пурăнма шыв питĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах апат-çимĕç тулăх пулсан пĕр вырăнта та пурăнма пултарать. Пытанса пурăнма йĕкехÿресем тĕрлĕрен шăтăк чаваççĕ, хăйсен йăвисенче йăхпа пурăнаççĕ. Йăхра йĕкехÿрсем 20-30 пуç таран пулаççĕ. Аçисем территори сыхлаççĕ. Апат енчен йĕкехÿре ниме те тиркемест - мĕн çиме юрăхлă пĕтĕмпех кăшлать (курăк вăрринчен пуçласа вилнĕ чĕрчунсем таранах). Ами çулталăкра 2-3 хут çăвăрлать. Йăвара 10 çăвăр таран пулать. Пурнăçĕ вĕсен 2 çултан мала пулмасть. Йĕкехÿре - этеме сиен кÿрекен чи паллă чĕрчун. Çулталăкра пĕр йĕкехÿре 20 килограмм ытла апат çиет. Тата пысăкрах сиен вара тĕрлĕ чир-чĕр сарнипе кÿрет. Çавна пулах этем унпа сĕм ĕлĕкренех кĕрешет, анчах та йĕкехÿрене пĕтерме çăмăл мар: çак кăшлакан чĕрчун темле йывăр условие те питĕ хăвăрт хăнăхса çитет, йышлă ĕрчет.

[тӳрлет] Каçăсем