Апат-çимĕç

Википедири материал

пахчаçимĕçпе чăкăт салачĕ

Апат-çимĕç - питĕ кирлĕ япала. Тĕрĕс апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать. Çавăнпа пĕрлех илемлĕ хатĕрлесе хунă тата тутлă шăршăллă апат çиес кăмăла çĕклет те, çын организмĕнче хырăмлăх сĕткенĕ ытларах тухма пуçлать.

Тупмалли

[тӳрлет] Чĕрĕ организмсен апачĕ

Чĕрĕ организмсене апатланăвне кура икĕ ушкăна пайлама пулать: автотрофсем тата гетеротрофсем. Органикăлла мар япаласем - CO2, H2O тата ытти – автотрофлă организмсен (ӳсентăрансен) тĕп апачĕ шутланать. Фотоситез тата химоситез пулăшнипе органикăллă мар япаласене органикăллисене куçараççĕ: белок, çу, углевод. Çак виçĕ органикăллă япала вара гетеротрофлă организмсен ( хăш-пĕр ӳсентăрансен, чĕрчунсен, çынăн) тĕп апачĕ пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне чĕрĕ чунсене витаминсем, тĕрлĕ кислотасемпе микроэлементсем кирлĕ.

Чĕрчунсене курăк çиекеннисем (ĕне, качака), ытларах аш-какайпа ӳсекеннисем (кашкăр, тигр) тата икĕ йышши апачĕпе те усă кураканнисем (упа) çине пайлаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă чухне час-часах ятарласа хатĕрленĕ апатсемпе усă кураççĕ: комбикорм, йытă е кушак апачĕ.

[тӳрлет] Çын пурнăçĕнчи апат-çимĕç

Апат=çимĕç çынна вăй парса тăракан, сывлăхне упракан тĕп хатĕр пулса тăрать. Куллен çын 1-5 хут апатланать. Чăвашсем хушшинче ытларах чухне тăватă хут апат çиеççĕ: ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ (çăмăл апат, тукас апачĕ тата ытти те), каçхи апат. Хăш вăхăтра мĕн çиесси, апат вăхăчĕн ячĕсем тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ пулаççĕ.

[тӳрлет] Апат-çимĕç тĕсĕсем

Гуляш — венгерсен апачĕ

Тĕпрен илсен, апат-çимĕçе темиçе тĕсе уйăрма пулать.

[тӳрлет] Хатĕр апат

Хатĕр апат – пĕçерсе е урăхла майпа çиме юрăхлă тунă апат-çимĕç. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: ача-пăча апачĕ, диета апачĕ, кĕленчеленĕ шыв, эрех-сăра, тутлă шывсем, чăмлаксем, çавăн пекех хатĕр апатсем шутне çурма хатĕр апатсем, тĕхĕм хутăшĕсем, биологи тĕлĕшĕнчен активлă хушăмсем кĕреççĕ.

[тӳрлет] Апат-çимĕç хатĕрлевĕ

[тӳрлет] Апат пĕçересси

Ăшаланă апат

Ялан тенĕ пекех апата малтан çиме хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр апата пĕçермесĕрех çиме пулать. Апат хатĕрлемелли майсем: пĕçересси, ăшаласси, пăшăхласси, хăпартусем. Хатĕр апатсен тĕсĕсем: яшка, нимĕр, салат, соус, çăмарта хăпартни, ăшаланă какай, пудинг тата ытти те.

[тӳрлет] Апат-çимĕçĕн химии тытăмĕ

[тӳрлет] Белоксем

[тӳрлет] Çусем

[тӳрлет] Углеводсем

[тӳрлет] Макроэлементсем

[тӳрлет] Биологи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ элементсем

[тӳрлет] Чăваш апат-çимĕçĕ

[тӳрлет] Каçăсем

[тӳрлет] Вулав валли