Сĕлхе йышшисем
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сĕлхе йышшисем – çерçирен пысăкрах, яланах сиксе çӳрекен кайăксем. Вĕсем вăрмансене тата чăтлăхсене кăмăлаççĕ, хăшĕсем тусем çинче, тундрăра, пушхирсенче, тинĕс хĕрринче тĕл пулаççĕ. Хурт-кăпшанкă, моллюск – вĕсен тĕп апачĕ. Ку йыша 400 яхăн кайăк кĕрет, пирĕн республикăра 11 тĕсĕ тĕл пулать.