Соловьёв Александр Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Соловьёв Александр ятлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Александр Соловьёв
Александр Иванович Соловьёв
Çуралнă чухнехи ят: Александр Иванович Соловьёв
Çуралнă вăхăт: 1952, çурла, 19
Вилнĕ вăхăт: 2000, кăрлач, 1
Вилнĕ вырăн: Мускав
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: актёр
Карьера: 19701993
IMDb: ID 0813520

Алекса́ндр Ива́нович Соловьёв (1952 çулхи çурла, 192000çулхи кăрлач, 1, Мускав) — раççей киноактёрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Иванович 1952 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче вĕрентӳçсен çемьинче çуралнă.

Шкултан вĕренсе тухсан Мускаври ГИТИСа пĕлӳ пухма кĕрет. Андрей Гончаров курсĕнче, Игорь Костолевскипе тата Александр Фатюшинпа пĕр курса вĕреннĕ. Виççемĕш курсра пĕрле вĕреннĕ Людмила Радченкăна качча илет.

ГИТИСран 1973 çулта веренсе тухсан Гончаров чĕннипе Соловьёв Маяковский ячĕллĕ театара ĕçе кĕрет. Тепĕр çултан вăл Ачасен тĕп театрне куçать те унта 1986 çулчен тăрăшать. Сцена çинчи юлташĕ, Людмила Гнилова, унăн иккĕмĕш арăмĕ пулса тăрать.

Соловьёв, театрсăр пуçне, синематографра тăрмашать. «Адам женится на Еве» тата «Зелёный фургон» фильмсене пула вăл паллăха тухать. 1991 çулта вăл хăйĕн пĕртен-пĕр режиссур ĕçне ăсталать — «По Таганке ходят танки» трагикамит ӳнерлет.

90-мĕш çулсен варринчен пуçласа Соловьёв алкоголь пăхăнăвĕнчен тухассипе кĕрешет, тĕрлĕ наркологи клиникисенче сипленет. Çакăн пек пĕр клиникăра, Феодосире, Александр Ирина Печерниковăна тĕл пулать, вĕсем вара пĕрлешеççĕ.

Александр Иванович пуç шăммипе миме травмине пула 2000 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Склифософский ячĕллĕ институтĕнче çут тĕнчерен уйрăлса каять, унта ăна 1999 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче, çĕрле илсе пынă пулнă. Пулса иртнин официаллă версипе, Александăра урамра иртсе пыракан асăрхать, вăл милицин 68-мĕш уйрăмне евитлет, унта актёра «паллă марскер» тесе çырса института яраççĕ. Кĕлеткене кăрлачăн 21-мĕшĕнче кăна паласа илеççĕ, 2000 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче çунтарса пытараççĕ.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]