Сывлăм
Википедири материал
Курăк çинчи сывлăм
Эрешмен карти çинчи сывлăм.
Сывлăм́ — çĕр çийĕнче, çурт тăрринче, япала, ӳсентăран, автомобиль çинче тата урăх япала çинче пуçтарăнакан атмосфера нӳрĕкĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Сывлăм мĕнле пулса тухать
Сывлăш сивĕннипе шыв пăсĕ çĕр çумĕнчи япаласем çинче тачăланса шыв тумламĕ пулса тăрать. Яланхилле çак каçпа пулса иртет. Пушхирте сывлăм ӳсентăрансемшĕн нӳрĕк çăлкуçĕ пулать. Хĕвел анса ларсан сывлăшăн аялти сийĕсем ăшăна пайăрка витĕр çухатса хăвăрт сивĕнеççĕ. Çак пулăм никĕсĕ — таса тӳпе тата ăшша çăмăллăн паракан витĕм, сăмахран, курăк. Уйрăмах сывлăм тропик регионĕсенче ӳкет, унта çĕр çумĕнчи сийре шыв пăсĕ нумай тата çĕрле çĕр çав тери хăвăрт сивĕнет. Çуклă температурăра пас тытать.
Сывлăм ӳкекен сывлăш температурине сывлăм пăнчи теççĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- А. Бобров. «Катание по росе» как языческое таинство // Традиционные модели в фольклоре, литературе, искусстве. СПб., 2002, с. 45-59