Тенгиз
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тенгиз — Казахстанри Сар хырçăра вырнаçнă кӳлĕ. Тĕнче океанĕпе çыхăнманнине пула вăл тăварлă та ӳçĕ.
Тектоникăллă айлăмра вырнаçнă. Лаптăкĕ 1590 çх2, тăршшĕ 75 çухрăм, сарлакăшĕ 40 çх, тарăнăшĕ 8 метра çитет. Ытларах юр шывĕпе тулать. Хăш-пĕр çулсенче кӳлĕн чылай пайĕ типсе ларать.