Термен Лев Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Leon Theremin.jpg

Лев Сергеевич Термен — вырăс инженерĕ, кăсăкла кĕвĕ инструментне — терменвокса (1920) — шутласа тăваканĕ. Лев Сергеевич 1896 çулхи çурла, 28 кунĕнче, Санкт-Петербургра çуралнă, 1993 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Лев Термен нимĕç тата франци (францилле ăрат хушаматне Theremin тесе палăртнă) тымарĕллĕ дворян православи çемьинче çуралнă. Амăшĕ — Евгения Антоновна тата ашшĕ — паллă юрист Сергей Эмильевич. Лева пĕлӳ пама укçа шеллемен. Пуласлăхра çак ăна питĕ пулăшнă.

Карьера пуçламăшĕ[тӳрлет]

19271938 çулсенче Термен АПШ-ра совет разведкин резиденчĕ пулса официаллă сутă-илӳ енĕпе ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Синг-Синг тата Алькатрас тĕрмисем валли вăл сигнализациленĕ хӳтĕлев туса панă. Каярахпа Термена Мускава чĕнсе илнĕ те репрессиленĕ: 10 çул хушши вăл Туполев конструктор бюровĕнче шарашкăра ĕçленĕ. Чаплă конструкторпа Лев Сергеевич Гулагра тĕлпулнă — Термен ун чухне Туполевăн бригадирĕ пулнă.

Нью-Йоркра пурăннă чух Альберт Эйнштейнпа паллă пулнă. Паллă физик Термен патне хваттере кĕнĕ пулнă. Термен каласа кăтартнă тăрăх, Эйнштейн пĕрмаях сĕрме купăспа аппаланатчĕ тет, вара йăлăхтарса çитерчĕ те кăларса ямалла пулчĕ тет.

Революци тапхăрĕсенче Ленинпа туслă пулнă (Лев Сергеевич асăннă май, большевиксем хаваслăрах пурăннă, çавăнпа вĕсем патне кайнă пулнă. Вăл политикăна хутшăнман, техникăпа тăрмашма юратнă), анчах та партине кĕмен. Владимир Ильича вăл кĕрепех тесе шантарнă, вара 1991 çулта тин панă сăмаха пурнăçлама тӳр килнĕ. Çав çулах ĕнтĕ КПСС та, СССР та арканса кайнă.

Американ тапхăрĕ[тӳрлет]

1928 ç. Термен, совет гражданинĕ, АПШ-на пурăнма куçать. АПШ-на çитсенех вăл терменвокспа хăйĕн сыхлав сигнализацин системине патентлать те çак хатĕрсене туса кăларма правине RCA (Radio Corporation of America) компанине сутса ярать.

Совет вăрçă разведкин пуçлăхĕ Ян Берзин хушнипе ĕçлесе илнĕ укçасемпе Термен «Teletouch» компание йĕркелет те Çĕнĕ Йоркра 99 çуллăха улттă этажлă çурта мусăк-ташă студи валли арендăна илет. Çакă вара АПШ-ра СССР сутă-илӳ элчĕлĕхĕсене уçма май парать, вĕсен «хӳттипе» совет разведчикĕсем ĕçлеме пултараççĕ.

19311938 çç. Термен Teletouch Inc. директорĕ пулса тăрăшать. Ун чухнех вăл Синг-Синг тата Алькатрас тĕрмисене валли сыхлав сигнализацине туса парать.

Кĕçех Лев Термен Çĕнĕ Йоркра питĕ паллă çын пулса тăрать. Унăн студине Джордж Гершвин, Морис Равель, Яша Хейфец, Иегуди Менухин, Чарли Чаплин, Альберт Эйнштейн пырса кураççĕ.

Çаплах вăл Джон Рокфеллер финансă магначĕпе, АПШ пулас президенчĕпе Дуайт Эйзенхауэрпа паллашать.

Чи паха оркестрсемпе Лев Термен Америкăпа Европăра концертсемпе çӳрет. Терменвокс тумалли ĕçсем тĕрлĕ çĕр-шывран пуçтарăнаççĕ.

Талантлă балерина тата АПШ-ра паллă хӳхĕм хура ӳтлĕ Лавиния Вильямс хĕрарăм, Термен аппарачĕ умĕнче ташăсене кăтартать. Вăл унăн арăмĕ пулать (пĕрремĕш арăмĕпе Лев уйрăлать).

Репрессисемпе парнесем[тӳрлет]

1938 çулта Термена Мускава чĕнсе илеççĕ.

Юлашки çулĕсем[тӳрлет]

Лев Сергеевич пенсине тухсан та, ĕçе пăрахман — МПУ-ĕн физика факультетĕнче инженер вырăнĕнче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

  • Терменвокс кĕвĕ инструментне шутласа тунă.
  • Термен аякран вăрттăн итлемелли аппарат шутласа кăларнă. Çав япалапа вара Сталин хăйех Мускаври пĕр хваттере чӳрече кантăкĕ витĕрех итлесе пăхнă. Сталина çак тунă ĕç питĕ килĕшнĕ, вара вăл Термена икĕ хут хăй ячĕллĕ премине пама хушнă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Гинзбург В., Пульвер В. Телевидение. Передача движущихся изображений по способу Л. С. Термена. // Радиолюбитель, 1927. — № 1. — с. 13-16.
  • Теодорчик К. Ф. Дальновидение // Успехи физических наук, 1928. — Выпуск 1 — с. 98-104 [1]
  • Термен Л. С. Рождение, детство и юность «терменвокса» // Радиотехника, 1972. — том 27, № 9 — с. 109-111
  • Термен Л. С. Многоголосный терменвокс // Материалы IV Всесоюзной научно-технической конференции по электромузыкальным инструментам, 1981. — часть II
  • Термен Л. С., Королёв Л. Д. Электромузыкальный инструмент типа терменвокс, Авторское свидетельство № 1048503, 1983 г.
  • Урвалов В. А. Очерки истории телевидения. — М.: Наука, 1990.
  • Галеев Б. М. Советский Фауст (Лев Термен — пионер электронного искусства) // Приложение к журналу «Казань», 1995.
  • Ковалёва С. Не более и не менее. Жизнь Льва Термена // Русская мысль, 1998. — № 4248
  • Махун С. Доктор Фаустус XX века. Лев Термен, опередивший время — «не более, не менее» // Зеркало недели, 2004. — № 46 (521), 13-19 ноября 2004. [2]

Каçăсем[тӳрлет]