Ленин Владимир Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ленин Владимир Ильич
выр. Владимир Ильич Ленин
Çуралнă чухнехи ят выр. Владимир Ильич Ульянов
Чӑн ят выр. Владимир Ильич Ленин
Çуралнă вăхăт 1870 çулхи ака, 22-мĕшĕ(1870-04-22)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1924 çулхи кăрлач, 21-мĕшĕ(1924-01-21)[4][5][…] (53 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Ульянов Илья Николаевич
Амăшĕ Мария Александровна Ульянова[d]
Арăмӗ Крупская Надежда Константиновна[d]
Премисемпе чысланисем
Автограф Изображение автографа
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Викивулавăш логотипĕ Произведения Викивулавăшра

Владимир Ильич Ленин (паспорчĕпе — Ульянов; ака, 22 1870, Чĕмпĕркăрлач, 21 1924, Горки усадьби, Мускав кĕперни) — раççей пролетариачĕн профессиллĕ сумлӑ революционерĕ, публицисчӗ, марксизм юхăмĕн теоретикĕ, Марксизм-ленинизм никĕсне хураканĕ, большевиксен партине тата Совет патшалăхне никĕслекенĕ, РСФСР Халăх Комиссарĕсен Канашĕн председателĕ; тĕнчери коммунистсен юхăмĕн пайташӗ; XX ĕмĕрти паллă политиксенчен пĕри.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ульяновсен çемйи

XX ĕмĕрĕн паллă революционерĕн çемйи тĕрлĕ ăратлă, çапах та ытларах тĕрлĕ чинлă интеллигенцирен пулнă. Ленинра темиçе халăх юнĕ юхнă — вырăс, калмăк, чăваш, еврей, нимĕç тата швед.

Владимир Ильичăн асатти, Николай Васильевич Ульянов, чăваш, Чулхула кĕперни крепăç хресченĕ. Аçтăрхан куçса кайса çĕвĕç-ал ăстаçи ĕçĕпе пурăннă. Çитĕнсе çитнĕ çын Анна Алексеевна Смирновăна (ашшĕ калмăк пулнă, амăшĕ — вырăс, пулас) качча илнĕ.

Ленинăн йăх йĕркин йывăççи[6]
                 ┌──Григорий Ульянин
             ┌──Никита Григорьевич Ульянин
         ┌──Василий Никитович Ульянин
     ┌──Николай Васильевич Ульянов (Ульянин)
     │   └──Анна Симеоновна Ульянина
 ┌──Илья Николаевич Ульянов (1831—86)
 │   │       ┌──Лукьян Смирнов
 │   │   ┌──Алексей Лукьянович Смирнов
 │   └──Анна Алексеевна Смирнова
 │
Владимир Ильич Ульянов (1870—1924)
 │
 │       ┌──Мошка Ицкович Бланк
 │   ┌──Александр Дмитриевич (Израиль) Бланк
 │   │   └──Мириам Бланк
 └──Мария Александровна Бланк (1835—1916)
     │   ┌──Юган Готлиб (Иван Фёдорович) Гросшопф
     └──Анна Ивановна Гроншопф
         │       ┌──Карл Рейнгальд Эстедт
         │   ┌──Карл Фредерик Эстедт
         │   │   └──Беата Элеонора Ниман
         └──Анна Беатта (Анна Карловна) Эстедт
             │   ┌──Карл Борг
             └──Анна Кристина Борг
                 │   ┌──Симон Новелиус
                 └──Анна Бригитта Новелиа
                     └──Екатерина Аренберг

Илья Николаевич Ульянов çуралнă çул Николай Васильевич Ульянов 60 çула кайнă. Николай Васильевич вилсен Ильяна Василий Никитович Ульянов пиччĕшĕ пăхса çитĕнтернĕ, вăлах Ильяна пĕлӳ пухса Хусан университечĕн физикă-математика факультетне кĕме пулăшнă. Университетран 1854 çулта вĕренсе тухсан Илья Николаевич Ульянов Пензăра тата Чулхулара гимназисенче, институтсенче тата училищăсенче математикăпа физикăна вĕрентет, 1869 çултанпа Чĕмпĕр кĕпернин халах училищисен инспектăрĕ тата ертӳçи пулса ĕçлет. Таса Улатимĕрĕн III-мĕш степеньлĕ орденне тивĕçсен, Ленин ашшĕне 1882 çулта кăнарлă дворян ятне панă.

Владимир Ильичăн кукаçи Александр Дмитриевич Бланк (Христос тĕнне кĕриччен Израиль Мойшевич Бланк) пулнă.

Çамрăклăх. Революци ĕçлевне пуçлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕр гимназинчен вĕренсе тухнă Владимир Ульянов. 1887 çул.

1879—1887 çулсенче Чĕмпĕр гимназинче вĕреннĕ. 1887çулта Ленин ылтăн медальпе гимназирен вĕренсе тухса Хусан университечĕн юридици факультне вĕренме кĕрет, анчах ăна студентсен пăлхавĕсене хутшăннăшăн Хусан кĕпернинчи Кукушкă ялне тăванĕсем патне кăларса яраççĕ. Пиччĕшне Александра 1887 çулта Халăх ирĕк кăмăлĕ ушкăнĕн революци ĕçлĕхне хутшăннăшăн айăпласа çакса вĕлереççĕ. Çакăн хыççăн Владимир Ульянов хăйĕн паллă сăмахĕсене калать: «Эпир урăх çулпа кайăпăр». 1888 ç. кĕркунне Владимир Ильича Хусана таврăнма ирĕк параççĕ. Кунта вăл Н. Е. Федосеев йĕркеленĕ марксисчĕсен ушкăнĕн пухăнăвĕсене çӳреме тытăнать, К. Маркс, Ф. Энгельс, Г. В. Плеханов ĕçĕсене вуласа тĕпчет. Маркспа Энгельсăн кĕнекисем Ленинăн ăс-тăн курăмлăхĕн аталанăвĕнче никĕс хураççĕ — çапла вăл шантаруллă марксист пуласа тăрать. 1889 çулхи кĕркунне Ульяновсен çемйи Самара куçать, кунта Ленин вырăнти революционерсемпе тачă çыхăнура тăрать.

1891 çулта Владимир Ульянов экстерн меслечĕпе Санкт-Петербург университечĕн юридици факультетĕнче экзамена ăнăçлă тытать. Волькенштейн адвокат патне ĕçĕ кĕрет, анчах юридици ĕçĕ-хĕлĕпе нумаях хăтланмасть. Çак ĕçре хăйĕн кăмăлĕн туртăмне тупаймасăр, хастар марксист революци юхăмне кĕрсе каять.

1895 çу уйăхĕнче пĕрремĕш хут ют çĕре каять. Швейцарире Плехановпа, Германире — В. Либкнехтпа, Францире —П. Лафаргпа тата ытти тĕнчери ĕçтĕшсен юхăмĕн паллă ĕçченĕсемпе тĕл пулать, Раççее таврăнсан тĕп хулара 1895 çулта Цедербаум-Мартов ертсе пынипе «Союз борьбы за освобождение рабочего класса» туса хурать. «Союз борьбы» хула ĕçтĕшĕсем хушшинче хастар пропагандă ĕçлĕхе ертсе пырать, вăл 70 ытла çулçак (листовкă) кăларать.

1895 раштавра Ленина арĕслеççĕ те тепĕр икĕ çултан та икĕ уйăхран Енисей кĕпернийĕн Шушенское ялне 3 çуллăха кăларса яраççĕ. Çакăнта Ленин Н. К. Крупскăйпа (1898 утă уйăхĕнче) çырăнать. Кунтах вăл халăхлăх теорине хирĕçлĕ «Развитие капитализма в России» кĕнеке çырать, чылай ĕçе ытти чĕлхесенчен куçарать, статьясем хатĕрлет. Çак тапхăрта вăл 30 ытла ĕç çырать, Петербург, Мускав, Чулхула, Воронежа тата ытти хуласенчи социал-демократсемпе çыхăну тытса тăрать.

Пĕрремĕш эмиграци: 1900 - 1905[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1900 ç. нарăсра Ленинăн кăларса янă вăхăчĕ тухать. Ленин Раççейĕн Европă пайне тавранать, пĕр вăхăт Псковра чарăнать, раççей хулисем тăрăх харпăр тата ĕçлĕх çӳревĕсем тăвать те утă вĕçĕнчеШвейцарине каять Плехановпа каласӳ ирттерсен, Мюнхена куçать те Плехановпа, Мартовпа, Аксельродпа, Засуличпе, Парвуспа пĕрле Мӳнхенре марксисăма янравлакан «Искра» (Хĕлхем) хаçатпа «Заря» (Шурăмпуç) журнала никĕс хурать. Çулти вăтам тиражĕ — 8000 экз. Хаçат Раççей империн территоринче марксистлă вăрттăн ушкăнсене йĕркелеме пулăшать.

1901 раштавра хăйĕн пĕр статйине Ленин (унăн çаплах В. Ильин, В. Фрей, Ив. Петров, К. Тулин, Карпов тата ытти суя ятсем пулнă) ятпа кĕртет. 1902 çулта «Что делать? Наболевшие вопросы нашего движения» ĕçĕнче Ленин хăйĕн партии тăвас концепцине кăтартать. Партие вăл тĕпе чăмăртаннă çăр ушкăнĕ («Дайте нам организацию революционеров и мы перевернем Россию!») евĕр курать.

1903 ç. РСДРП II съезчĕн ĕçне хутшăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Съезд уçăлсанах парти пайташĕсем пĕр майлă марри çие тухать, Ленин майлисем — «çирĕп» хĕлхемçĕсемпе пĕр енчен тата унпа хирĕçлисем — «çемçе» хĕлхемçĕсем, «экономистсем» — хушшинче тавлашу хĕрӳленсе каять. Ленин çине тăрсах пролетариатăн диктатури, партии пайташĕсенчен питĕ хытарса ыйтмалла тесе хистет. Унăн шучĕпе, парти пайташĕн программăна йышăнса, пурлăхпа пулăшса тăмалла çеç мар, унăн пĕрмаях парти ячейкин кулленхи ĕçне хутшăнмалла. Мартов шучĕпе, парти пайташĕн программăна вырăна хурса, укçа-тенкĕпе партие куллен пулăшса тăнипе те çитет. Малтан Мартовăн çак сĕнĕвĕ 28 майлă сасă, 22 хирĕçле тата 1 никам майли сасă пуçтарнă. Каярах съездран 2 «экономист» тата 5 бунд çыннисем тухса каяççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Ленин хăйĕн ушкăнĕпе партин ТК тата «Искра» редакцийĕн суйлавĕнче çĕнтерет. Çакăнтанпа вĕсене «большевиксем» теççĕ, хирĕçлисене «меньшевиксем» терминпа палăртаççĕ (тĕплĕнрех РСДРП II съезчĕ статья).

1903 çулхи утă, 17 — çурла, 10 года Лондонра РСДРП II съезчĕ иртнĕ. Ленин ăна питĕ тӳсĕмсĕр кĕтнĕ, мĕншĕн тесен 5 çул каялла пуçтарăннă I съезчĕ ĕç тĕпĕпе партине туса хурайман: программăна йышăнман, пролетариатăн революциллĕ вăйĕсене тĕреклетмен; пĕрремĕш съезчĕн Тĕп Комитетне тӳрех аресленĕ. Ленин съезда хăй йĕркелеме пикенет.

1905 çулхи революци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1905-07 çулсенчи революцийĕ çулăма кĕнĕ чух Ленин ют çĕрте, Швейцарире пурăннă. Партин вырăнти йĕркеленнĕ ушкăнĕсен хыпарĕсем тăрăх вăл революци хумĕ çĕкленни пирки пĕлсе тăнă. 1905 çулхи нарăс уйăхĕнче Раççейре РСДРП ТК пĕтĕм пайташĕсене аресленĕ, икĕ çынна çеç - Красинпа Любимова çеç тытса хупайман. Вĕсем большевиксен "Бюро комитетов большинства" ушкăнĕ шутне кĕреççĕ, партин III съезчĕн хатĕрлев ĕçĕсене туса пыраççĕ. Çапла вара РСДРП пĕтĕм ертӳлĕхĕ Ленинăн тата унăн юлташĕсем майлă пулса тăрать.

Раштав хĕçпашаллă пăлхавĕ пăчланнă пулин те, Ленин унăн пысăк усăллăхне, большевиксем революцире пĕтĕм мелĕсемпе хистесе ĕçленине палăртать.

Иккĕмĕш эмиграци: 1908 - 1917[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. И. Ленин палăкĕ Смольнăй умĕнче, Санкт-Петербург

1908 ç. Кăрлачăн пĕрремĕш кунĕсенче Ленин Женевăна Швейцари таврăнать. 1905-07 çулхи революци хăйĕн ĕç тĕллевне çитейменнипе вăл ал усса ларман, революци çулăмĕ тепре ялкăшасса шаннă. «Разбитые армии хорошо учатся», — çырать Ленин.

1908ç. вĕçĕнче Ленин хăйĕн пĕр тĕллевçисемпе Зиновьевпа тата Каменевпа пĕрле Париса куçса каять. Çакăнта вăл Инесса Армандпа паллашать. 1909 ç. хăйĕн тĕп философиллĕ ĕçне «Материалисăм тата эмпириокритицисăма» çырать.

1912 çулта вăл РСДРП легализацилесшĕн меньшевиксенчен тĕплĕнех уйрăлать.

1912 ç. Çу, 5 большевиксен саккунпа тӳрĕллĕ «Правда» хаçатне каларма тытăнать. Унăн тĕп редакторĕ вырăнĕнче Ленин ĕслет. Вăл кашни кунах «Правдăна» статьясем çырать, çырусем ярать, вĕрентет, сĕнӳсем парать, редакции йынăшĕсене тӳрлетсе пырать. 2 çул хушшинче «Правдăра» Ленинăн 270 статйисемпе çырса хăварнисене пичетленнĕ. Эмиграцире çакăн пекех Ленин IV-мĕш Патшалăх шухăшлавĕнчи большевиксен ĕçлĕхне йĕркелесе пырать, II-мĕш Интернационалра РСДРП элчи пулнă, парти тата наци ыйту-ĕçĕсемпе статьясем хатĕрленĕ, философи ĕçесене тĕпченĕ.

1912 ç. вĕçĕнчен Ленин Австри-Венгрин çĕрĕнче, Галицире Поронин вырăнĕнче пурăннă, унтах вăл Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланнине пĕлет. Австри жандармĕсем Ленина ареслеççĕ, патша шпионĕ шутне çыраççĕ. Ирĕке кăларас ĕçре австри парламенчĕн депутачĕ В. Адлер социалист пулăшать. 1914 çулхи çурла, 6 Ленина тĕрмерен хăтараççĕ, тепĕр 17 кунтан вăл Швейцарине çитет. Кунта çитсенех Ленин большевик-эмигранчĕсен ушкăнĕн пуххинче вăрçă тезисĕсемпе паллаштарать. Вăрçă империалисăмлă, икĕ енчен те тӳррĕ мар, ĕçлекен çыншăн ним те ырлă мар пулнине кăтартать.

Парти конференцийĕнче Циммервальд (1915) тата Кинталь (1916) хулисенче Ленин хăйĕн тезисне — империалисăм вăрçине граждан вăрçине куçарассине пурнăçа кĕртес ĕç-пуçпа тăрăшмалла тесе хистект, çав хушăрах Раççейре социаллă революции çĕнтерессине шантарса калать.

Социалисты должны разъяснять массам, что для них нет спасения вне революционного низвержения „своих“ правительств и что затруднения этих правительств в теперешней войне надо использовать именно для этой цели».

[7]

Ленин 1915 çулта пацифисăм тата лăпкăлăх лозунгĕсем пирки çапла çырать:

Настроение масс в пользу мира часто выражает начало протеста, возмущения и сознания реакционности войны. Использовать это настроение — долг всех с.-д. Они примут самое горячее участие во всяком движении и во всякой демонстрации на этой почве, но они не будут обманывать народ допущением мысли о том, что, при отсутствии революционного движения, возможен мир без аннексий, без угнетения наций, без грабежа, без зародыша новых войн между теперешними правительствами и господствующими классами. Такой обман народа был бы лишь на руку тайной дипломатии воюющих правительств и их контрреволюционным планам. Кто хочет прочного и демократического мира, тот должен быть за гражданскую войну против правительств и буржуазии.[8]

1916 çулхи нарăсра Ленин Бернран Цӳрихе куçать. Кунта вăл хăйĕн «Империализм как высшая стадия капитализма» ĕçне çырать, швейцари социал-демокрачĕсемпе (вĕсен хушшинче сулахай радикал Франц Платтен) хастар ĕçлет, вĕсем ирттерекен пур пухăва хутшăнать. Çакăнтах вăл февраль революцийĕ пирки пĕлтерӳ илет.

«Пломбăланă вакун»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленин, Туре Нерман тата Карл Линдхаген. Стокгольм 1917.

Февраль революцийĕ Лениншăн кĕтмен çĕртен пулса тухнă. Революци пуçланиччен темиçе кун каялла Ленин Раççее «Европăри чи мещан çĕршывĕ» тесе шутланă.

1917 çулхи Февраль революцийĕ (çакăн çинчен Ленин хаçатсенчен пĕлет) хыççăн герман влаçĕсем ((Александр Парвус пулăшăвĕпе) Ленин 35 парти пайташĕсемпе пĕрле, вĕсем хушшинче Крупская, Зиновьев, Лилина, Арманд, Сокольников, Радек тата ыттисем, Швейцарирен пуйăспа Германи витĕр тухса каять. Ленин вырнаçнă вакун экстерриториллĕ шутланнă, эрешлĕ каласан, «пломбăланă вакун» тенĕ, ун пирки çапла çырнă: «Германи правительстви пирĕн вакунăн экстерриториаллăхне лояльлĕ сыхланă»[9]. Каярахпа Людендорф хăйĕн асилĕвĕсенче çапла çырать: «Ленина Раççее ярса, пирĕн ертӳлĕх хăй çине уйрăм явăплăх илнĕ.

Халиччен те тĕпчевçĕсем Ленин нимĕçсенчен укçа-тенкĕ илнине палăртакан финансă хутне тупайман.

«Апрель тезисĕсем»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. И. Ленин, грим тунă, юлашки пытанчăк ĕçре. К. П. Иванов ячĕпе хатĕрленĕ хут, унпа Ленин вăрттăн 1917 ç. утă кунĕсем хыççăн пурăннă.

Ленин 1917 çулхи ака, 3 Раççее таврăнать, меньшевик-эсерĕсен Канашĕ ăна самодержавипе чаплă кĕрешӳçĕ тесе хисеппĕн кĕтсе илет. Тепĕр кунне Ленин большевиксем умĕнче сăмах тытать, тезисене "Правда" хаçат пичетлет. Çак вара паллă «Апрель тезисĕсем 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.»пулаççĕ [10]. Çак докладра Ленин Раççей социал-демократийĕн тата большевиксен ĕç кăмăлĕсене хирĕç вăрçать, уйрăмах буржуази демокрачĕсем революцине сарса пынине, Вăхăтлă ертӳлĕх майлă пулнине, вĕсем революциллĕ тăван çĕршыва вăрçăра хӳтĕлеме йыхравланине тиркет. Ленин "Вăхăтлăх ертӳлĕхе нимĕнле пулăшу та" тата "Пĕтĕм влаçа – Канашсене" лозунгĕсене мала кăларать: çаплах вăл буржуази революцине пролетари революци шайне куçарас тĕллеве палăртать, буржуази влаçне антарса пăрахма тата патшалăх тытăмне Канашсене пролетариата ярса илме хистет, çара, полицине тата чиновниксене салатса яма сĕнет; юлашкинчен вара, вăрçăна хирĕç вăйлă пропагандă ирттерме хушать, мĕншĕн тесен Вăхăтлă правительство енчен тăсăлса пыракан вăрçă империсен тата çаратуллă пулнине кăтартать. РСДРП(б) тытăмне хăй аллине илсе, Ленин çак тăвас ĕçе пурнăçа кĕртме тытăнать. 1917 ака-утă уйăхĕсенче вăл 170 ытла статья, брошюрă хайлать, большевиксен конференцисеимпе партин ТК резолюци проекчĕсене, чĕнсе каланисене çырать.

Ленин чăннипех хăй тĕллĕ вăйланса пыракан правительствăна хирĕç тухнине йĕркелесе пынă утăн 3-мĕшĕнче, кăшт васкавлăрах пулин те. (1917 çулхи утăри пăлхав). Пăлхав пынă чух Вăхăтлă правительство большевиксем нимĕçсемпе вăрттăн килĕшӳ тунă тесе элек сарнă (утă, 5). Утă, 7/20 Вăхăтлă правительство Ленина тата ытти паллă большевиксене патшалăха сутнă, хĕçпăшаллă пăлхав йĕркеленĕ тесе айăпласа ареслеме хутай кăларать. Ленинăн каллех вăрттăн ĕçлĕхе кайма тивет. Петроградра вăл çав чух 17 вăрттăн хваттер улăштарать, тепĕртакран, 1917 çулта çурлан 21-мĕшĕнче (ĕлĕкхи стильпе çурлан 8-мĕшĕнче) Зиновьевпе пĕрле Петроградран инçех мар — Разлив кӳлли çумĕнче, ӳплере пурăнать; юлашкинчен — юпа уйăхĕчченех — Финлянди çĕрĕнче (Ялкала, Гельсингфорс, Выборг) пурăнать.

1917 çулхи Октябрь революцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Аслă Октябрь социаллă революцийĕ

В. И. Ленин халăх умĕнче сăмах тытать.

1917 çулхи чӳк, 24 Ленин Смольнăйа хуралçисене вăрттăнлăхпа улталаса (Троцкий ăна кĕме чарнă) пырса кĕрет те тӳрех пăлхава хатĕрлес ĕçĕ йĕркелесе ярать. А. Ф. Керенский ертӳлĕхне сирпĕнтерме икĕ кун çеç кирлĕ пулать. юпа, 25/чӳк, 7) Ленин Вăхăтлă ертӳлĕхе аяла хунă пирки чĕнсе калать. Çав кунах 2-мĕш Пур раççей Канашĕсен съезчĕ уçăлать, унта Ленин лапкăлăх тата çĕр декречĕсем çинчен хыпарлать, хула тата ял ĕçченĕсен ертӳлĕхне — Ленинăн Халăх Комиссаррĕсен Канашне— йĕркелесе хураççĕ.

Революци хыççăнхи ĕçĕ-хĕлĕ: 1917—1924[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. И. Ленин во время болезни. Мускав тулашĕнчи Горки. 1923 çул.

Лăпкăлăх декречĕн йĕркине тытса пырса, Ленинăн Раççее Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчен туртса кăлармалла пулнă. Петрограда нимĕç çарĕсем пырса кĕме пултарнă, çавăнпа ĕнтĕ Ленин сĕнĕвĕпе Совнарком тата РКП(б) ТК Мускава — Совет Раçсейĕн çĕнĕ тĕп хулине — куçаççĕ.

Аманнипе тата хăйне шеллемесĕр ĕçленипе Ленин сусăрлансах çитет. 1922 çулхи пуш уйăхĕнче Ленин РКП(б) 11-мĕш съезчĕн ĕçне йĕркелесе пырать, хăй те тухса калаçать. 1922 çу уйăхĕнче йывăр чире кĕрет, çапах та юпа уйăхĕнче ĕçе тухать. Çынсем умĕнче юлашки хут Ленин чӳк, 20 1922 Моссовет пленумĕнче калаçать. 1922 çулхи раштав, 16 унăн сывлăхĕ каллех сасартăк япăхланать, 1923 çу уйăхĕнче амака пула Мускав тулашĕнчи Горкине пурăнма куçать. Мускавра юлашки хут Ленин юпа, 18-19 1923 пулать.

Хăй вилессе пĕлсе тата коммунистсен парти шăпишĕн хумханса, В. И. Ленин 1923 çулта «пуласлăх валли»: «Коопераци пирки», «Как нам реорганизовать рабкрин», «Лучше меньше, да лучше», статьясем çырать, вĕсенче вăл Совет патшалахĕн хуçалăхэкономика политики хăйĕн курăнăвне палăртать тата патшалăхăн, партин аппарачĕн ĕçне лайăхлатас сĕнӳсене парать.

В. И. Ленин Горкăра вилнине пĕлтерни
1924 çулхи кăрлач, 21.

1924 çулхи кăрлачра Ленинăн сывлăхĕ сасартăк питĕ начарланать, 1924 çулхи, кăрлач, 21, каçхи 6 сех. 50 мин. Владимир Ильич Ульянов (Ленин) куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать.

Раççей хуçалăвĕн аталанăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех ГОЭЛРО статьяна вулăр.

В.И. Ленин хуçалăхне аталантарас ĕçре питĕ тимлĕ тăрăшнă. Влаç а илсенех вăл тӳрех вăрçăпа ишĕлнĕ хуçалăха йĕркелесе аталантарас ыйтăва пĕрмаях хистесе пырать. Ленин патшалăхран корпорации туса хуни çеç хуçалăха çĕклетме пултарать тесе шутланă:

Учет и контроль - вот главное, что требуется для "налажения", для правильного функционирования первой фазы коммунистического общества. Все граждане превращаются здесь в служащих по найму у государства, каковым являются вооруженные рабочие. Все граждане становятся служащими и рабочими одного всенародного, государственного "синдиката".

[11]

1922 çулта В. И. Ленин хушнипе Маркс хулинче (Сарăту кĕпернинче) «Чĕрĕлӳ» трактăр заводне тума тытăнаççĕ. Кунтах ся Я. В. Мамин конструкциленĕ 8,8 кВт (12 л. В.) хăватлă «Карлик» трактăрне кăларма пуçлаççĕ. Çак вăхăтрах Коломнăри тата Брянскри завочĕсем Е. Д. Львов шутласа кăларнă чылайах мар серисемпе «Коломенец-1»чтлă трактăрсем хатĕрлеççĕ. Паллах, çак çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та Совет ертӳлĕхĕ «Фордзон» америка трактăрне тумалли лицензине илме хушу парать.

Ленинăн тĕп шухăшĕсем-ĕмĕчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Lenin proclaims Soviet power(2).jpg
"Ленин Совет влаçне пĕлтерет"
(ӳнерçĕ В. А. Серов, 1947).
Ӳкерчĕкре Ленин хыçĕнче
И. В. Сталин, Я. М. Свердлов тата
Ф. Э. Дзержинский тăраççĕ
.
  • Ленин ĕмĕтленнĕ тăрăх, коммунисăм 1930—1950 çулсенче çĕнтеремелле пулнă. Вăл хăйĕн «Задачи союзов молодёжи» (1920) çапла шантарнă:

Тому поколению, представителям которого теперь около 50 лет, нельзя рассчитывать, что оно увидит коммунистическое общество. До тех пор это поколение перемрет. А то поколение, которому сейчас 15 лет, оно и увидит коммунистическое общество, и само будет строить это общество. И оно должно знать, что вся задача его жизни есть строительство этого общества… И вот, поколение, которому теперь 15 лет и которое через 10-20 лет будет жить в коммунистическом обществе, должно все задачи своего учения ставить так, чтобы каждый день в любой деревне, в любом городе молодежь решала практически ту или иную задачу общего труда, пускай самую маленькую, пускай самую простую.

Ленин Сталинпа

Ленин пурнăçĕнчи тĕрлĕ тĕслĕхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мы не утописты. Мы знаем, что любой чернорабочий и любая кухарка не способны сейчас же вступить в управление государством. В этом мы согласны и с кадетами, и с Брешковской, и с Церетели. Но мы отличаемся от этих граждан тем, что требуем немедленного разрыва с тем предрассудком, будто управлять государством, нести будничную, ежедневную работу управления в состоянии только богатые или из богатых семей взятые чиновники. Мы требуем, чтобы обучение делу государственного управления велось сознательными рабочими и солдатами и чтобы начато было оно немедленно, то есть к обучению этому немедленно начали привлекать всех трудящихся, всю бедноту.

Çавăн пекех Ленин «Советсен влаçĕ» ĕмĕчĕн ăшне ăнлантарать:

Он (…)начал читать целую передовую статью о пользе парламента, о том, что демократии предстоит еще широкое будущее, что класс буржуазии далеко не сказал еще своего последнего слова и не скоро его скажет, что диктатура рабочего класса пока еще химера, что Учредительное собрание есть реальная, глубоко затаенная мечта всего русского народа, без различия классовых и иных перегородок, и что оно является необходимым этапом к установлению того правления, которое будет угодно суверенному, свободному народу. — Ну, а вы, мой мудрый Эдип, уже решили вопрос об этом правлении! Какого черта созывать Учредительное собрание, когда товарищ Саня сам уже решил все!.. Советы, говорите вы? Великолепно, да здравствуют советы и все вообще идеи господ Троцких, Хрусталевых и иже с ними!.. Слава и вам, товарищ Саня, хотя... ах, «муж многоопытный, губит тебя твоя мудрость»...[12]

  • Ленин сифилис чирĕпе асапланнă пирки нумай çырни тӳрри-тĕрĕссине палăртайман. Ленинăн миме тата гистологи тĕпчевĕсене ирттернĕ хыççăн çак чир пурине çирĕплетеймен. Ленинăн сывлăх консультанчĕ Макс Нонне, классикăллă «Сифилис и нервная система» хыпарлă кĕнеке авторĕ, питĕ ятлă-сумлă ятарлă ăстаçă, çапла çырать: «Абсолютно ничто не свидетельствовало о сифилисе»[13]. Илтӳ сăмахĕсем малтанхи диакнăса пула сарăлнă пулнă. Ăна тĕрĕс мар — кăнарлă сифилис тесе лартнă, çакна тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă экспедици Ленинăн тăванĕсен, несĕлĕсен хучĕсене тĕрĕсленĕ.
Ӳкерчĕк:Сталинские 100 рублей 1947 г. Аверс.jpg
1947 çулхи СССР-ти çĕр тенкĕ

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Ленин» ячĕллисем

Çăлкуçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Vladimir Iljitš Uljanov // Eesti biograafiline andmebaas ISIK (эст.)
  2. ^ Wladimir Iljitsch Lenin // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ P. Vi. Lenin, Vladimir Ilich (англ.) // The Enciclopædia Britannica — 12 — London, New York City: 1922. — Vol. XXXI English History to Oyama, Iwao.
  4. ^ Ленин Владимир Ильич // Большая советская энциклопедия (рус.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  5. ^ Resis A. Vladimir Lenin // Encyclopædia Britannica (англ.)
  6. ^ http://historydoc.edu.ru/attach.asp?a_no=918 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Ленин В. И. Социализм и война (отношение РСДРП к войне). // Полное собрание сочинений, том 26, страницы 307-350
  8. ^ В.А.Карпинский патне янă телеграммă//ПСС, т.49, стр.433
  9. ^ «Апрель тезисĕсем таврашĕнчи тытăçу». — Петр Романов, «РИА Новости» политикă ертӳç
  10. ^ "Государство и революция", В.И. Ленин (1917)
  11. ^ Георгий Соломон. Ленин и его семья (Ульяновы)
  12. ^ Александр Грудинкин В поисках тайны Ленина Журнал «Знание — сила» 2004 г. № 1

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]