Турхан Энтри
Турхан Энтри | |
Çуралнă чухнехи ят: | Васильев Андрей Васильевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1888, çурла, 8 |
Çуралнă вырăн: | Турхан ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1972, çу, 25 |
Вилнĕ вырăн: | Патăрьел ялĕ, Патăрьел районĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи тата сăвăçи |
Жанр: | калав, сăвă, куçару |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Турхан Энтри, Васильев Андрей Васильевич, 1888, çурла, 8, Турханкас ялĕ, Теччĕ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1972 çулхи çу, 25, Турхан ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш Ен) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмачĕ.
Хусанта пурнакан Евгений Андреевич Турханăн (1950 çур.), чăваш журналисчĕн тата çыравçин, ашшĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1888 çулхи çурла уйăхĕн 8 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Турханкас (халĕ Турхан) ялĕнче çуралнă.
Хусанти вĕрентекенсен семинарине, кайран Мускаври пĕрремĕш ытти халăх чĕлхисен педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă. Вĕрентекен, иерей вырăнĕнче ĕçленĕ. Патăрьелти педагогика вĕрентĕшĕнче вĕрентнĕ. Сăвăсене çырма 1904 çулта пуçланă. Сăвăсем, статьясем, сăвăллă юмахсем çырнă. Ж.Б. Мольер, Л.Н. Толстой çырнисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çавăн пекех вырăс халăх тата революци сăввисене куçарнă.
1972 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьелĕнче вилнĕ.
Тăхăмĕсем пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ывăлĕ — Турхан Евгений Андреевич, Хусанта пурăнать.
- Вероника хĕрĕ Шупашкарта ак çакнашкал кĕнеке кăларнă:
— Турхан, Вероника Андреевна. Под крылом оборотня : повесть / Вероника Турхан. - Чебоксары : Новое Время, 2011. - 147 с. : портр. ; 20 см. - 200 экз.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сăвăçă, историк, тăлмач
- Чăвашсен историйĕ, Турхан Энтри/ Turhan Entri
- ТУРХАН ЭНТРИ ÇУРАЛНǍРАНПА - 125 ÇУЛ
- ТУРХАН ЭНТРИ АВТОБИОГРАФИЙӖ
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Теччĕ уесĕнче çуралнисем
- Патăрьел районĕнче вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- 1888 çулта çуралнисем
- Çурлан 8-мĕшĕнче çуралнисем
- 1972 çулта вилнисем
- Çăвăн 25-мĕшĕнче вилнисем