Увăс Нур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Увăс Нур кӳлли

Увăс Нур, — Монголинчи чи пысăк кӳлĕ, «Аслă кӳлĕссен» айлăмĕнчи чи палли. 2003 çулта ăна ЮНЕСКОн пĕтĕм тĕнчери ĕткерĕн списокне кĕртнĕ.

Кӳлĕ лаптăкĕ — 3350 км2. Тинĕс шайĕнчен 743 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Кӳлĕ тăварлă. Тăварлăхĕ малтан ку вырăнта питĕ пысăк тинĕс сарăлса выртнă вăхăта пĕлтерет. Вăл тинĕс кунта темиçе пин çул каялла сарăлса выртнă, лаптăкĕ вара унăн темиçе хут пысăкрах пулнă.

Кӳлĕ Тĕп Азипе Çĕпĕр геоклимат чиккинче вырнаçнă. Сывлăш температури çулталăк хушшинче −58 °C (хĕлле) пуçласа 47 °C (çулла) таран улшăнма пултарать.

Ку кӳлĕре чĕрчунсен тĕнчи те питĕ пысăк: 173 тĕслĕ вĕçен кайăк, 41 тĕслĕ тискер кайăк пурăнать. Вĕсен шутĕнче сайра тĕл пулаканнисем те пур: ирбис, аргали, çĕпĕр ту качаки.

Çыран хĕррисенче темиçе пин çул каяллах çынсем пурăннă. Хунсем, тĕрĕксем тата кăркăссем хăйсем хыççăн кунта темиçе улăп тăпри, рунăллă çырусем, петроглифсем хăварнă.