Ударени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ударени (пусăм) — сăмахри пĕр-пĕр сыпăка палăртса калани. Ку вăл сăмах ударенийĕ. Чĕлхе ăслăлăхĕнче ударени термин ытти пулăмсене те пĕлтерет — синтагма ударенийĕ, фраза ударенийĕ, логика ударенийĕ.

Сăмах ударенине чĕлхе ăслăлăхĕн фонетика уйрăмĕ тĕпчесе вĕрентет. Чăваш литература чĕлхинче сăмах ударенийĕн йĕрки пур. Çав йĕрке тăрăх тулли уçă сасăллă (а, э, у, ы, и, ӳ) сăмахсенче ударени юлашки сыпăк çине ӳкет: калаçу; урамра, çӳре, ыран, киввисем. Кĕске уçă сасăллă (ă, ĕ) сăмахсенче ударени пĕрремĕш сыпăк çине ӳкет: пĕлĕтлĕ, вăрăмăш, кĕмĕл. Сăмахра тулли уçă сасă та, кĕске уçă сасă та пулсан ударени тулли уçă сасăллă юлашки сыпăк çине ӳкĕт: кăмака, юманлăх.

Сăмахри ударени фонетика паллисем уçă сасăсенче палăраççĕ: ударени ӳкекен сыпăкри тулли уçă сасă ударени ӳкмен çавнашкал сасăран вăрăмрах пулать (самана, телей). Çавăнпа тулли уçă сасăсем çине ӳкекен ударени фонетика паллисем шутне вăрăмлăхпа вăй паллисем кĕреççĕ.

Ударени ӳкекен кĕске уçă сасăсем те ударени ӳкменнисенчен вăрăмрах, анчах пур чухне те мар. Çавна шута илсен вăрăмлăх палли ударени тĕп палли пулма пултараймасть. Ă, ĕ сасăсемлĕ сăмахсенчи ударени вăй паллинчен çеç килет.

Вырăнти калаçусене шута илес пулсан чăваш чĕлхинчи сăмах ударенийĕ икĕ тĕрлĕ: тури диалектри ударени литература чĕлхинчи евĕр; анатри диалектри ударени сăмаха уйрăм каланă чухне яланах юлашки сыпăк çине ӳкет (кайăк, шăпчăк, Коля, машина). Пуплевре вара ударени хăйĕн вырăнне йышăнать (тури диалектри пекех).

Литература[тӳрлет]

  • Котлеев В.И. Фонетика // Хальхи чăваш чĕлхин фонетики, графики тата орфографийĕ. Ш., 1978;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.