Украина ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Украина ялавĕ
Илья Репин ӳкернĕ «Запорожье казаксем Турци султанне çыру çыраççĕ» картинăра казаксен сарă-кăвакпа хĕрлĕ-хура ялавсене курма пулать. 1880-1891.

Украина патшалăх ялавĕУкраина патшалăхĕн официаллă символĕ (палăртăвĕ). Вăл иккĕ пĕртанлă тăват кĕтеслĕ кăвак тата сарăх сарăллă ярăмсенчен пулать. Анлăлăхĕ вăрăммăшĕ çине 2:3 пек пайланать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Украина ялавĕ Кейӳ Руçĕ тапхăрĕнчен пуçланать. Христос тĕнне кĕртекен Улатимĕр I кнеçĕн кăвак тата ылтăн тĕслĕ ялав пулнă; Галици-Волынь кнеçлĕхĕн — кăвак тĕс çинче ылтăн арăслан ӳкернĕ.

Украина Халăх Республики тапхăрĕнче патшалăх ялавне геральдика йĕркисемпе шутласа çирĕплетнĕ, çакăн пирки патшалăх гербĕн тĕп тĕсĕ (виççĕ сенĕклĕ е «Виçсенĕк», ылтăн тĕс) çӳлте е сылтăмра вырнаçтарнă, питлĕх тĕсне (кăвак е шупка сăрăллă) аялта е сылтăмра кăтартнă. Çапла ĕнтĕ, УХР патшалăх ялавĕ иккĕ пĕрпек ярăмран - ылтăн (çӳлте) тата кăвак тĕссем - тытăнса тăнă. Çакăнтан вара ялава «жовто-блакитний» (сарăх-шупка) теççĕ. Анăç Украина Халăх Республикин ялавĕ хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ пулнă.

Паянкунхи геральдика шупка тата ылтăн тĕссене уйрăм тĕс вырăнне хумасть, вĕсене кăвак тата сарăъ тĕссен çумĕсем тет.

Украинăна Германи оккупациленĕ чухне Украина Райхскомиссариачĕн территоринчи хуласемпе ялсенче сарăх-кăвак ялава хăпартнă. Полицайсем хулă çине те çакăн пек ярăм татăкĕсене çыхса çӳренĕ. Нимĕç оккупаци влаçĕсем нихçан та официаллă Украина наци символĕсемпе усă курма ирĕк паман пулин те, çакнашкал япаласем çине ытлах хирĕçлемен.

ОУН ялавĕ çинче (А. Мельник фракцийĕ) ярăмĕсене урăхларах вырнаçтарнă: çӳлте - кăвак, аялта - сарăх тĕссем. Çак ялавах Т. Бульба-Боровец юлташĕсем те çĕкленĕ. С. Бандера фракци хĕрлĕ-хура ялавпа çӳренĕ.

Хальхи тапхăрти украинсен ялавне УХР ялавĕн тĕсĕсене ылмаштарса хатĕрленĕ, вăл геральдика йăлине пăхăнмасăр, аллегори евĕрлĕ кăвак тӳпе айĕнчи тулă уйĕ тĕсĕсене пĕлтерет. Çапла пулин те, Украина патшалăх ялавне туса кăларнă чух çӳлти ярăмне шупка тĕслĕ сăрлаççĕ.

Пĕрпекрех ялавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Blue and yellow ribbon.svg

Шаблон:Украина темăсенче