Утă, 6
Курӑнакан калӑплав
Çĕртме — Утă — Çурла | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
28 | 29 | 30 | 31 | |||
Эрнери кун ячĕсене 2008 çул валли кăтартнă |
Уявсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Улатимĕр Турă амăшне чысласа уявлани.
- Литвара патшалăх кунĕ.
- Малавин пăхăнманлăх кунĕ (1964)
Пулса иртнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1710 — Мейсенра Европăра пĕрремĕш хут фарфора тума тытăннă.
- 1809 — Наполеон I тапăчĕпе Пий VII рим паппине Ватиканран вăрласа Гренобăле илсе пынă.
- 1819 — Парисре çулăм тивнĕ сывлăш чăмăрĕ мадам Бланшарпа пĕрле (капăрл.) çĕре ӳкнĕ.
- 1885 — Луи Пастер 9 çулхи Жозеф çинче тилĕрĕве хирĕçле вакцинăпа ăнăçлă сиплет.
- 1907 — Дублин керменĕнчен Таса Патрик орденĕн палăртăвĕсене вăрланă; çак ахах-мерчен ăçтине халĕ те пĕлмеççĕ.
- 1908 — Кĕçĕн турккă пăлхавăрĕ пуçланать.
- 1919 — дирижаблĕн пĕрремĕш трансатлантика вĕçевĕ.
- 1945 — АПШ-на нимĕç ăсчахĕсене (йĕтре тупсăмне тĕпчекенсене) куçарма тытăннă.
- 1997 — Казахстан парламенчĕ тĕп хулана Алма-Атаран Акмолăна куçарассине йышăннă.
- 2006 — ДКХР Taepodong-2 ракетисене ярса пăхнă. Пурĕ тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 2, е 6 ракета янă. Ку АПШпа унăн тăмарĕсене питĕ килĕшмен.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1897 — Григорьев Пётр Григорьевич, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- 1923 — Войцех Витольд Ярузельский, Польша политикĕ, çар генералĕ, президент.
- 1939 — Кульков Юрий Петрович, философи ăçлăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- 1940 — Назарбаев Нурсултан Абишевич, Казахстан Республикин президенчĕ.