Хĕрлĕ уй шăшийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрлĕ уй шăшийĕ

Хĕрлĕ уй шăшийĕ - 12 сантиметр тăршшĕ, йывăрăшĕ- 45 грамм таран. Хӳри 3-4 сантиметр тăршшĕ, ахаль шăшипе танлаштарсан хӳрийĕ çăмламас. Ку чĕрчун лăсăллă вăрмансенче пурăнать. Хĕрлĕ уй шăшийĕ - мĕшĕлти чĕрчун. Апатне ерипен çӳресех пуçтарать. Хĕлле юр айĕнчен тухмасть, сывлама пĕчĕк çеç шăтăксем тăвать. Ку шăшин ами çу каçа 3-4 хутчен, 3-шер - 5-шер çура тăвать. Çурисем хăвăрт çитĕнеççĕ, икĕ уйăхри амасем ĕрчеве хутшăнаççĕ. Хĕрлемес уй шăшийĕн тăшманĕсем питĕ нумай: юс, пăсара, кăлнăк, тилĕ, çӳлевĕç, тăмана, пурăш, ула курак, чакак, чĕрĕп.

Каçăсем[тӳрлет]