Хурлăхлă Хамук

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хурлăхлă Хамук — паллă чăваш сăвăçĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл XIX ĕмĕр варринче пурăннă теме пулать. Ватăлса çитсен, тăр пĕччен тăрса юлсан, вăл вара Тикеше качча тухнă йăмăкĕ патне куçса кайнă, унтах вилнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн юррине Пазухин "Образцы мотивов чувашских песен и мотивы к ним" кĕнекере пичетленĕ. Пăла тăрăхĕнче çак юрра "Хурлăхлă Хамук юрри" тесе халĕ те юрлаççĕ. Чăвашсен паллă юмах-халапçи çинчен Тикеш ялĕнче пурăнакан Питрав Лисицын 1956 çулта каласа кăтартнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]