Цези-137

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Цези-137 арканăвĕ

Це́зи-137, тата радиоце́зи ятпа паллă — цези элеменчĕн 137 виçеллĕ изотопĕ. Атом реакторĕсемпе атомла хĕçпăшалта атăм тĕшĕ пайланнсан пулать.

Цези-137 Биосферăна варлатакан радиохастар изотопсем хушшинче малти вырăнта. Тăпрапа юшкăнра çирĕп çыханать, шывра ион евĕрлĕ тĕл пулать. Тăварсăр шыври ӳсентрансемпе арктикăри ӳсентрансенче, уйрăмах мăк курăкĕнче нумайрах пухăнать. Чĕрчунсен кĕлеткинче нумайрах чухне мускулсемепе пĕверте пуçтарăнать. Çурçĕр пăланĕпе Çурçĕр Америкăри шывçи кайăксен цези пухас коэффициенчĕ чи пысăкки. Кăмпасемпе мăксенче пухăнать[1].

Ку нуклидăн 1 г радиохастарлахĕ 3,2·1012 Бк яхăн.

Пулнипе арканни[тӳрлет]

Цези-137 137Xe β-арканăвĕ хыççан пулать. (Çурма аркану тапхăрĕ 3,818(13)[2] мин):

\mathrm{{}^1{}^{37}_{54}Xe} \rightarrow \mathrm{{}^1{}^{37}_{55}Cs} + e^- + \bar{\nu}_e.

Цези-137 бета-арканупа салансан (Çурма аркану тапхăрĕ 30,17 çул), стабиллă 137Ba пулать:

\mathrm{{}^1{}^{37}_{55}Cs}\rightarrow\mathrm{{}^1{}^{37}_{56}Ba}+ e^- + \bar{\nu}_e.

94,4[3] % аркану хыççăн бари-137 изотопăн 137Bam изомерĕ пулать (Çурма аркану тапхăрĕ 2,55 мин), вăл 661,7 кэВ хăватлă гамма-пайăрка çутатса тĕп тăрăма куçать. Цези-137 пĕр тĕшĕ аркансан петĕмĕшле 1175,63 ± 0,17[4] кэВ хăват тухать.


Цези-137 çутçанталăкра[тӳрлет]

Чернобылпе юнашар вырнаçнă территорисем цези-137 изотоппа варланнин картти ( 1996 ç.)

.

Çутçанталăка изотоп ядерла хĕçпăшала тĕпчене чух тата радиаци аварисем вăхăтенче тухать.

Радиаци аварийĕсем[тӳрлет]

  • 1957-мĕш çулхи Кыштым аварийĕнче радиоактивлă каяшсен управенче ашăвзрывĕ пулнă хыççăн атмосферăна 74 ПБк радиактивлă нуклидсем, çав хушăра 0,2 ПБк 137Cs[5].
  • 1957-мĕш çулта Аслă Британири Уиндскейли радиохими завочĕ çуннă хыççăн атмосферăна 12 ПБк радионуклид тухать, вĕсенчен 46 ТБк 137Cs[5].
  • Кăнтăр Уралти Маяк производство перлешĕвĕ 1950-мĕш çулта технологипе килĕшӳллен Теча юханшывне 102 ПБк радионуклид, çав хутрае 137Cs 12,4 ПБк[5] тăкнă.


  • Кăнтăр Уралти Карачай кӳллинчен йăлăмĕнчен 1967-меш çулта çилпе 30 ТБк таран радионуклид илсе сапаланă, 137Cs пайĕ 0,4 ТБк[5].
  • СССР геологи министерсти заказĕпе 1971-меш çулта Иваново облаçен Галкино яле патĕнче çĕр айĕнче ядерла вызрыв ирттернĕ. Сирпĕтнĕ хыççăн 18 минутран взрыв шăтăкĕнчен шывпа пылчăк сирпĕнме тытăннă.
  • 1986-мĕш çулта Чернобыльти АЭС аркансан реактортан 1850 ПБк радионуклид тухса кайнă, вĕсенчен 270 ПБк таран цези-137.

Радионуклид тенчипе сарăлнă. çак радионуклидсен çурринчен ытлашши Украина, Белоруç, тата Раççейĕн Тĕп экономпка районĕнче ӳкнĕ. 1986-мĕш çулта атмосферăри цези-137 çулталăкри вăтам концентрацийĕ 1963-мĕш çулхи таран ӳснĕ (1961-1962-мĕш çулсенче атмосферăра нумай ядерла взрывсем тунипе 1963-мĕш çулта сывлăшра радиоцези концентрациĕ ӳснĕ)[6].

  • В 2011 çулта Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари вăхăтĕнче арканнă ядерла реакторсенчен питĕ нумай цези-137 тухса тарнă (Атомла хăрушсăрлаăх агенстви виçĕ реактортан 770 ПБк цези-137 тухса кайна тесе шутлать, ТЕРСО икĕ хут сахалрах тесе шутлать[7]). Нумайрах пайĕ Лăпкă океана сарăлать.


Усă курни[тӳрлет]

Цези-137 изотопне гамма-дефектоскопсенче, виçекен техникара, медицина препарачĕсене, инструментсене тата апат-çимĕçе радиаципе стерилизацилеме, радиотерапипе сиенлĕ шыçăна сиплеме усă кураççĕ. Тата цези-137 (цези хлоричĕ) радиоизотопла ток çăлкуçĕнче 1,27 Вт/см³ усă кураççĕ.

Каçăсем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ А. Г. Шишкин Чернобыль (2003). — Радиоэкологические исследования грибов и дикорастущих ягод. çăлкуçран архивланă 22 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 27 утă уйăхĕн 2009.
  2. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Nubase2003 не указан текст
  3. ^ INEEL & KRI/R.G. Helmer and V.P. Chechev/Decay scheme of Caesium-137
  4. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок AME2003 не указан текст
  5. ^ 1, 2, 3 тата 4 Василенко И. Я. Радиоактивный цезий-137. — № 3.
  6. ^ Геофизические аспекты катастрофы Чернобыльской АЭС
  7. ^ Выбросы РВ с АЭС Фукусима-1 были в два раза выше объявленных ТЕРСО - агентство

Шаблон:Isotope-stub