Шăнчас

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шăнчас

Шăнчас (лат. Sitta europaea) — шăнчас евĕрлисем хушшинчи пĕчĕк вĕçен кайăк, Европăра, Азире тата Çурçĕр Африкăра пурăнать. Шăнчас çерçи пысăкăш кайăк. Юханшыв хĕрринчи хутăш вăрмансене килештерет. Çăмартисем (6-8) шурă, хĕрлĕ хăмăр е хĕрлĕ кăвак пăнчăсемлĕ. Мăшăр шырама нарăс уйăхĕнчех пуçлаççĕ. Хăш чухне кăрлачра та илтме пулать. Пуш уйăхĕнче мăшăр тупаççĕ. Ака уйăхĕнче çăмарта туса чĕп кăларма лараççĕ. Çакăн хыççăн вара юрлама пăрахаççĕ. Хĕл каçма кăнтăралла каймаççĕ. Хĕл каçма хăйсем валли курăк вăррисем хатĕрлеççĕ. Хăш чухне пĕр "кĕлетех" 2 килограмм таран апат хунине курма пулать. Хĕлле кăсăясемпе пĕрле çӳреççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ самай.


Вуламалли[тӳрлет]

  • Леонович В. В., Демина Г. В., Вепринцева О. Д. «Обыкновенный поползень (Sitta europaea L.) и „малые“ поползни (S. villosa Verreaux, S. krueperi Pelzeln): вопросы систематики и филогении». Бюллетень МОИП. Отд. биол., Т. 101, вып. 1. М. Изд-во Московского ун-та 1996 г. С. 37—49.

Каçăсем[тӳрлет]