Шатт-эль-Араб

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шатт-эль-Араб, е Арвандруд (араб. شط العرب‎‎ - Shatt al-‘Arab, "Араб юхăмĕ"; перс. اروندرود - Arvandrud) — Ирак тата Иран çĕрĕсенче юхакан шыв.

Географи [тӳрлет]

Тигрпа Евфрат шывĕсем Эль-Курна Ирак хули патĕнче пĕрлешеççĕ. Вăрăммăшĕ 195 çухрăма яхăн. Шыв-çĕр лаптăкĕ 1 млн çм² яхăн (Тигра тата Евфрат шывĕсемпе пĕрле). Кăнтăр-тухăçнелле юхать, малтан Ирак витĕр, кайран, Абу хулине иртсен, — Иракпа Иран чикки тăрăх. Перси пырне Эль-Кишла Ирак хули çумĕнче шывĕсене пырса пăрахать.