Контент патне куҫ

«Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(«Çĕнтерӳ» паркĕ ҫинчен куҫарнӑ)
«Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕ

«Çĕнтерӳ» Астăвăм комплексĕЧăваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаçнă палăк.

Комплекс Зоя Яковлева урамĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 30 га.

Комплекс территорийĕнче ĕмĕр сӳнми çулăмпа Çар Мухтавĕн Монуменчĕ, Астăвăм аллейи, интернационалист-паттăрсенсене, Чечен Республикинче пуçĕсене хунă салтаксене, Чернобыльти атомлă электростанцинчи аварине пĕтерекенсене асăнса лартнă палăксем, Таса Йăван часавайĕ, Çар техникин музейĕ, Шыв сиккиллĕ фонтан, Паттăрсен аллейи вырнаçнă.

Çĕнтерӳ” астăвăм комплексĕ Шупашкар хула администраци пулăхĕн 2003 çулхи пуш уйăхĕн 25–мĕшĕнчи “Çĕнтерӳ” Астăвăм комплексĕ” муниципаллă культура учрежденипе П.П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ муниципаллă культура учрежденине пĕрлештересси çинчен” йышăнупа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.

  • "Чебоксары. Шупашкар", В. А. Иванова, М. М. Черняховский. – Шупашкар, 1983.