К. В. Иванов ячĕллĕ сквер
Паллă вырăн | |
К. В. Иванов ячĕллĕ сквер
| |
К. В. Иванов ячĕллĕ сквер — Шупашкар хулин ватă пайĕн паллă вырăнĕ. Атăл хĕрринчех пулнипе хула çыннисен тата хăнасен илленсе çӳремелли сквер.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVII–XVIII ĕмĕрсенче сквер вырăнĕнче Никольский хĕрарăм мăнастăрĕ тăнă, унта 1631 çулта Борис Годунов Мускавран Шупашкара кăларса янă айăпа кĕнĕ Мария Шестова, вырăссен пĕрремĕш патшин — Михаил Романовăн (1596-1645 çç.) мамакăшĕ, çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Романов кил йышĕн 400 çуллăхне уявлас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн йышăнăвĕпе Мария Шестова боярина вилтăпри çинче 2013 çулхи пуш уйăхĕнче часавай уçма палăртнă.
XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Никольский соборне аркатнă. Унăн вырăнне «ĔТК» çуртне хăпартнă. Кунта республикăн ертӳçисем пурăннă. Атăл хĕррипе çăка тата декораци тĕммисене лартнă, асфальт витнĕ çуран çӳремеллли сукмаксем хунă.
1952 çулта Атăлăн çыранĕнче гранит постаменчĕ çине чăваш литературин классикĕн К. В. Ивановăн бронзăран тунă бюстне (Скульптор И. Ф. Кудрявцев, архитектор В. И. Ступин) вырнаçтарнă. Çак вăхăтран сквера Константин Ивановăн ячĕпе тивĕçтернĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Данилова А.П., Данилов В.Д., Иванова Т.Н. Мой город (Паспорт юного чебоксарца). – Шупашкар, 2004.
- Кугураков И.К., Ткаченко В.Г. Древний центр города. Западный косогор: Схема–путеводитель. – Шупашкар, 1996.
- Студенецкий А.Н. Знакомьтесь: Чебоксары… – Шупашкар, 1973.
- Терентьев А.И. Чебоксары и чебоксарцы: Записки краеведа. – Шупашкар, 2001.
- Гусев А. Они украшают землю // Советская Чувашия. 1960. 27 сентября.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарти паллă вырăнсем | ||
---|---|---|
Музейсем:
Наци музейĕ •
Ӳнер музейĕ •
В. И. Чапаев музейĕ •
Çеçпĕл музейĕ •
Сăра музейĕ •
Литература музейĕ •
М. С. Спиридонов хваттерĕ
|