Шупашкара 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Шупашкар 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ Чăваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаçнă парк. Лаптăкĕ – 87 га.

Таврашĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паркра аттракционсем ĕçлеççĕ, нумаях пулмасть лаша вити, сцена хута кайнă, роликлă тăркăч илсе ярăнмалли ятарлă лаптăк уçнă. Паркра чечек клумбисене тирпейлесе илемлетнĕ тата 12 сак туса лартнă. Çавăн пекех кунта суту–илӳ павильонĕсем ĕçлеççĕ, футбол площадки пур.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар хули 500 çул тултарнă ятпа 1969 çулта Атăлăн çӳллĕ çыранĕ хĕрринче Чернышевски варĕ çывăхĕнче çĕнĕ парк никĕслеме пуçланă. Шупашкар хулин ĕç тăвакан комитечĕн 1974 çулхи ака уйăхĕн 18–мĕшĕнчи йышăнавĕпе килĕшӳллĕн тĕп хулан Мускав районĕнчи культурăпа кану паркĕн тĕп планĕпе проектне çирĕплетнĕ. 1978 çулхи кăрлач уйăхĕн 5–мĕшĕнче Шупашкар 500 çул ячĕллĕ парка савăнăçлă лару–тăрура уçнă.

Чылай вăхăт парк “Лакрей вăрманĕ” тĕп культурăпа кану паркĕн филиалĕ пулнă. 1987 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа парк хăй тĕллĕн аталанса пыма тытăннă.

Ăрусен аллейи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулта Шупашкар хулин влаç органĕсем 80 çул тултарнă тĕле парк территорийĕнчи “Студентсен хули” обществăлла транспорт чарăнăвĕнчен инçе мар ăрусен аллейи никĕсленнĕ. Унта пурĕ 20 чăрăш лартса хăварнă. Кашни йывăçа лартнă çын ятне пама шутланă.

Скульптурăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулта парк территорине 1989 çулта туса лартнă “Мускав çулĕ” скульптура композицине куçарса килнĕ (авторĕ–скульпторĕ Ф.И. Мадуров).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Кириленко В. Волжская Венеция // Советская Чувашия. 1969. 26 сентября.
  • Любимова А. Республикăна çут çанталăк палăкĕ кирлех: [“Шупашкар хули – 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ çинчен] / А. Любимова // Хыпар. 2004. 13 кăрлач.
  • Парк с видом на Волгу // Чебоксарские новости. 2005. 16 февраля.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]