М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ
Никĕсленĕ 1988, çурла, 31
Вырнаçнă Шупашкар, Уруков урамĕ, ç. 15, корп. 1, хв. 25
Директор Н. И. Садюков

М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ — Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕн филиалĕ. Музей-хваттера Чăваш АССР Министрсен Канашĕн 1988 çулхи çурлан 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. 1990 - 2001 çç. музее Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Минеева ертсе пынă.

Музей ертӳçи - Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, РФ ÇП пайташĕ Н. И. Садюков.

Адрес: 428015, Чăваш Республики, Шупашкар, Уруков урамĕ, ç. 15, корп. 1, хв. 25.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Экспозицире РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш АССР халăх сăрăçин Моисей Спиридонович Спиридоновăн (1890-1981) ĕçĕсем, çаплах чăваш халăхĕн ӳнер япалисем (тĕрĕ, тĕртни, çипуç пайĕсем), фотоматериалсем, экспедицири кун-çул кĕнекисем.

Пĕтемĕшле лаптăк — 43,6 тв. м., экспозици валли — 38,6 тв.м., управри пур япала — 7193.

Фонд[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕнпур управ виçи — 7193, вĕсенчен:

  • живопись — 30;
  • графика — 167;
  • скульптура — 2;
  • декораци-хушма — 202;
  • кулленхи пурнăçри тата этнографи япалисем — 462;
  • фотографисем — 3127;
  • документсемпе сайра тĕл пулакан кĕнекесем — 3203.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мемориальный музей-квартира М. С. Спиридонова: альбом-путеводитель / [хатĕрл.: Н. И. Садюков; фот. А. Н. Садюковăн]. - Шупашкар, 2009. - 92 с. : ил., фот. ; 29 см. - 1000 экз.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]