Çатракасси (Лапсар ял тăрăхĕ)
Çатракасси
|
Çатракасси — Шупашкар районĕ Çатра-Лапсар ял тăрăхне кĕрекен ял. Шупашкартан 8 çухрăмра вырнаçнă.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял ячĕ Çатра тата касси сăмахсенчен тăрать. Яла ку ятпа çатракаллă вăрман çывăхĕнче вырнаçнăран каланă. Вăл вăхăтра Шĕлтĕрме вăрманĕ ун çывăхнех çитнĕ. «Касси» сăмах ку яла никĕслекенсем тепĕр ялтан килнине пĕлтерет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла II Екатерина вăхăтĕнче никĕсленĕ. Вăл вăхăтра чăвашсене вăйпа тĕне кĕртнĕ, хăш-пĕрисем вара ку пулăмпа килĕшмесĕр вăрмансене тарнă. Шăпах çак ял тăрăхне килсе ял никĕсленĕ те ĕнтĕ вĕсем.
1897 çулхи çырав тăрăх ялта 284 çын пурăннă. 2008 çул пуçламăшĕ тĕлне ялта 888 çын пурăнать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта хальхи вăхăтра пурĕ 14 урам. 3 урамĕ авалтараххи шутланаççĕ, вунпĕрĕшĕ — çĕннисем.
- Анаткас (официаллă Çырма урамĕ). Ку урам ялта чи авалхи. Ял çак урамран пуçланнă.
- Шкул урамĕ. Урамра шкул ларнăран апла ят панă. Ял çыннисем урама Шорхон (Шурă хурăн), е Çĕнĕ килсен урамĕ теççĕ.
- Хĕвелтухăç урамĕ. Урам икĕ пая пайланать: Виç пӳрт тата Леш айкки. Виç пӳрт пайĕнче виçĕ хутлă виçĕ çурт ларать.
- Çамрăксен урамĕ. Ку çĕнĕ урамсенчен пĕри. Урам икĕ çемье пурăнмаллăх тунă çуртсенчен тăрать. Вăл çуртсене çамрăк мăшăрсене панăран ячĕ те çапла пулса тăнă. Ку урама тăвиччен унта уй пулнă. Ял çыннисем ăна «Пĕчĕк уй» тенĕ.
Малаллахи урамсем чи çĕннисем шутне кĕреççĕ. Ялăн ку пайне Çĕнĕ Çатракасси те теççĕ. Ун вырăнĕнче малтан уй пулнă, ăна Том посси уйĕ тенĕ. Кунти урамсем çаксем:
- Çурçĕр урамĕ. Вăл çак çĕнĕ урамсенчен çурçĕрте вырнаçнăран çапла ят илнĕ.
- Çутă урам. Сăрт çинче вырнаçнăран ăна çапла ят панă.
- Тĕп урам. Урам Çĕнĕ Çатракассин варрипе иртет.
- Строительсен урамĕ. Ку урамри çуртсене чи малтан строительсене панă.
- Çăлкуç урамĕ. Урамран инçе мар çăлкуç вырнаçнă.
- Парк урамĕ. Урамра парк никĕсленĕ.
- Çаран урамĕ. Урам хыçĕнче колхоз уйĕ вырнаçнăран çапла ят панă.
- Янкăр урам. Ку урамран пĕтĕм тавралăх курăнать.
- Май урамĕ. Урама Май уявĕсен ятне панă.
- Çĕнĕ урам. Ку урам ыттисенчен каярах йĕркеленнĕ.
Ял çывăхĕнчи вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вранька варĕ. Унта вырнаçнă пĕве вăранькка евĕрлĕ пулнăран ăна çапла каланă.
- Тăмпуç пĕви. Пĕве тăмпосси уйĕ çывăхĕнче вырнаçнă.
- Тип вар. Куркунне тĕлне ку пĕвери шыв типсех ларать.
- Шĕлтĕрме вăрманĕ. Вăрманти шулçăсем шĕлтĕртетнĕ пирки ятне çапла панă курăнать. Авал ку вăрман ял патнех çитнĕ, халĕ вара пĕчĕк пайĕ кăна тăрса юлнă.
- Çăва вăрманĕ. Ку вăрманта малтан выльăх çави пулнă.
- Çăлту. Çырма тĕпĕнче çăл тапса тăрать.
- Краççын çырми. Халĕ ку вырăнта пушă тимĕр емкость тăрать. Малтан унта çынсене краççын панă пулнă.
- Анаткас çырми. Çырма урамĕ çывăхĕнчи çырма.
- Шорхон çырми. Шорхон урамĕ патĕнчи çырма.
- Тăмпуç çырми. Çĕнĕ Çатракассипе унăн авалхи пайне уйăракан çырма.
- Ортиш купи. Халапсем тăрăх унпа Ортиш ятлă паттăра пытарнă. Халĕ вăл вырăнта юнашар ялсен çăви. Вăл çăвана Лапсар, Ассакасси, Хĕрлĕ Çыр, Çатракасси, Вăрманкасси, Уйкасси, Çĕньял ял çыннисене пытараççĕ.
- Поля лапи. Хапалсем тăрăх ку лапам хĕррипе çул иртнĕ. Пĕрре çапла ытла та алхаснă хыççăн ял старости вĕсене тытатăпах тесе «Поймаю!» тесе кăшкарнă. Вăхăт иртнĕ çемĕн ку сăмах улшăнса «Поля» пулса тăнă. Тепĕр халап тăрăх вăрă-хурахсем хушшинче Полина ятлă хĕр пулнă.
Çăлкуç ячĕсем юнашар вырăнсемпе çыхăннă: Анаткас çăлĕ, Шорхон çăлĕ, Леш айкки çăлĕ, Садри çăлкуç (ялпа юнашар коллективлă садсем пур — ку çăл унта вырнаçнă). Çĕнĕ Çатракассинчи çăлкуçа Çăлкуç çеç теççĕ. Çăлкуçсенчен юхса тухакан шыв пĕрлешсе юханшыв тăвать. Халăх хушшинче ăна Çатра шывĕ теççĕ. Хурăнлăх ялĕнчен инçе мар вăл Йăршу шывĕпе пĕрлешет.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта шкул (ăна 1912 çулта уçнă), фельдшер пункчĕ пур. 2008 çултан пуçласа ял тăрăхĕн администрацийĕ ку ялта вырнаçнă. Малтан вăл Çĕнĕ Лапсар посёлокĕнче пулнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сорокин Александр Васильевич — интернационалист [1].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лапсар ял тăрăхĕнчи пурăнан вырăнсем | |
---|---|
Шупашкар районĕн ял тăрăхĕсем |
|
---|---|
Апаш • Атайкасси • Вăрман Çĕктер • Ишек • Ишлей • Кăшавăш • Кӳкеç • Лапсар • Сарапакасси • Çĕньял Покровски • Çĕньял • Çырмапуç • Тутаркасси • Чăрăшкасси • Шемшер • Шĕнерпуç • Янăш |