Çуллахи вăхăт
Çуллахи вăхăт, — ку вăхăт тăрăхĕнче йышăннă вăхăта пĕр сехет маларах куçарнă вăхăт. Хăш-пĕр чухне ахаль вăхăта «хĕллехи вăхăт» тесе калаççĕ, анчах та ку термин тĕрĕс мар.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çуллахи вăхăта çутатма усă куракан электроэнергине перекетлемешкĕн усă кураççĕ. Пĕрремĕш хут ку вăхăта Аслă Британире 1908 çулта хута кĕртнĕ. Раççейре пĕрремĕш хут ку вăхăт çине 1917 çулхи утă уйăхĕнче куçнă. Çапла вара ку вăхăта 1930 çулчен усă курнă. Халком канашĕн Декречĕпе йышăннине пула ăна «Декрет вăхăчĕ» тенĕ.
1981 çултанпа пуçласа вара СССРта татăшах çуллахи вăхăт çине куçарма пуçланă.
Хальхи вăхăтра çуллахи вăхăтпа АПШра, Канадăра, Европăри патшалăхсенче, Раççейре, Австралире, Çĕнĕ Зелендире, Парагвайра, Бразилире, Чилире усă кураççĕ. Экватора çывăх вырнаçнă патшалăхсенче ку вăхăтпа усă курмаççĕ.
Раççейре тата Европăри патшалахсенче çуллахи вăхăт çине пуш уйăхри юлашки вырсарникун 2 сехетре куçаççĕ, сехет сăннине 1 сехет малалла куçараççĕ. Ахаль вăхăта вара юпа уйăхри юлашки вырсарникун 3 сехетре куçаççĕ. Ун чухне сехет йĕппине пĕр сехет каялла куçараççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çуллахи-хĕллехи вăхăт пирки "юмах"(выр.)
- Европейская точка зрения 2010 ҫулхи Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Распоясавшееся время (обоснование сохранения летнего времени в России в течение всего года)
- Перерасход энергоресурсов после 30.10.11 на Украине 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.