Контент патне куҫ

Степанов Владимир Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Степанов
Çуралнă чухнехи ят: Степанов Владимир Васильевич
Суя ятсем: Ускатум Кунцуй, Владимир Джуверов, Евгений Волчецкий
Çуралнă вăхăт: 1962 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Упамса ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Степанов Владимир Васильевич (1962 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕ, Упамса ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш прозăçи.

1962 çулхи нарăсăн 8 Чăваш АССР Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă.

Шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университĕнче пĕлӳ пухнă. «Çĕрпӳ хыпарçи» Çĕрпӳ районĕн хаçачĕн, «Аван-и» çамрăксен хаçачĕн, «Лик Чувашии» журналăн редакциĕсенче вăй хунă. Халĕ «Народная школа» (Халăх шкулĕ) журнал редакциĕнче ĕçлет.

Пичĕтленсе тухнă хайлавсем:

  • «Çĕлен» (1992);
  • «Юлашки вĕçев» (1995);
  • «Çĕр тыткăнĕ, е Ăнтăлу» (2001).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]