Контент патне куҫ

Айнзидельн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Айнзидельн
Einsiedeln
Герб
Герб
ПатшалăхШвейцари
Кантон (Швейцари)Швиц (кантон)
ТăрăхАйнзидельн (тăрăх)
Координатсем47°16′49″ с. ш. 7°22′15″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Лаптăк19.53 км²
Центр çӳллĕшĕ535 м
Официаллă чĕлхенимĕç
Вăхăт тăрăхĕUTC+1, çулла UTC+2
Почтă индексĕ2740
Автомобиль кочĕSZ
Официаллă код0700
Официаллă сайчĕhttp://www.moutier.ch (ним.)
Айнзидельн (Çĕр)
Точка

Айнзидельн, кивĕлле çырнипе Эйнзидельн (ним. Einsiedeln) — Швейцарири чи пысăк чунçӳревĕн центрĕ, Швиц кантонĕнчи коммуна, пĕр ятлă хуларан çурçĕр-тухăçалла вырнаçнă. Юлашки вăхăтра унта туçи йĕлтĕр курорчĕн туризмĕ аталанса пырать.

Айнзидельн коммуни сăв. Майнрад 934 çулта никĕсленĕ паллă бенедиктин аббатлăхĕ таврашĕнче йĕркеленнĕ. 1274 çулта аббатлăха Сăваплă Рим империйĕ йышĕнче кнеçлĕх статусĕпе уйăрнă. XIV ĕмĕртенпе — Швейцарири «хура мадоннăн» чи пысăк хисеп центрĕ[1].

Хулара Парацельс (çӳрекен сиплевçĕ, «цинк» сăмаха тупса кăларнă) çуралнă. 1516-18 çç. кунти пĕр прихут чиркĕвĕнче Реформацин паллă ĕçченĕ — Цвингли — сăваплăх ĕçне туса пынă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ↑ Эйнзидельн // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.