Айтар (драма)
| Айтар | |
| Айтар | |
| Жанр: | драма |
|---|---|
| Автор: | Пётр Осипов |
| Тăван чĕлхи: | чăваш |
| Хайланă çул | 1924 (1-мĕш вариант), 1934 (2-мĕш вариант) |
| Пичетленĕ: | ? |
| Уйрăм кăларăм: | ? |
| Куçару: | вырăсла, тутарла, удмуртла[1] |
Айтар — Пётр Осипов (1900-1987) 1924-мĕш çулта çырнă, 1934-мĕш çулта тĕпрен урăхлатса майлаштарнă, чăвашла историлле-легендăлла драма.
Драма кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924-мĕш çулхи тата 1934-мĕш çулхи вариантсем çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăраççĕ. Малтанхи вариант "Пирĕн пурнăç хăтлăхра" ятпа та паллă.
Мĕншĕн автор тепĕр вариант ăсталас çул çине тăнă?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Автор самана улшăннине туйса илнĕ теес пулать. Ку — унăн, Пётр Осиповăн, суйлавĕ. Автора кам та пулин хĕсни пирки каланисем çук.
Драмăн пĕрремĕш варианчĕ театр сцени çинче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924-мĕш çулта Хусанти педтехникумри драма кружокĕ лартнă спектаклĕн никĕсĕнче, паллах, пĕрремĕш вариант пулнă.
1927-мĕш çулта (раштав, 7) Чăваш академи драма театрĕ лартнă спктакль пирки те çавнах каламалла (режиссёрĕ П.Н. Осипов; рольсенче: Айтар – И.И. Илларионов, Пинерпи – Ф.Д. Дмитриева, Сентиер – Г.В. Парне)[2].
Тата тепĕр хут çак варианта лартасси патне 2006-мĕш çулта çеç пырса тухнă. Хальхинче — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ. Режиссёрĕ — Вячеслав Оринов, ӳнерçи — Геооргий Фомиряков, композиторĕ — Арнольд Бударин. Рольсенче: Василий Павлов Татьяна Зайцева-Ильина, Николай Тарасов, Лидия Красова, Николай Дмитриев, Дмитрий Петров, Венера Пайгильдина, (Акбаш) Павлова.
2012-мĕш çулта (сентябрь, 18) çак спектаклех тĕпрен çĕнетсе лартнă[3].
Драмăн иккĕмĕш варианчĕ театр сцени çинче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1934-мĕш çул хыççăн мĕнпур театрсем — профессиллисем те, юратавçăллисем те — XX ĕмĕр тăршшĕпех иккĕмĕш вариант тăрăх спектакльсем лартнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Ахăртнех, кунта иккĕмĕш варианта куçарнисем пирки сăмах пырать пуль. Пĕрремĕш варианта куçарни-куçарманни паллă мар.
- ↑ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ.
- ↑ Аннотация. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |