Осипов Пётр Николаевич
Пётр Осипов | |
Çуралнă вăхăт: | Кăрлач, 27, 1900 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хусан кĕперни, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Ен, Куславкка районĕ), Кутемер ялĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Ака, 18, 1987 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, драматургĕ. |
Жанр: | драматурги, проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Чăваш халăх çыравçи (1984), РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1945), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1948), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Халăхсен туслăхĕн орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ (2 хутчен) |
Пётр Николаевич Осипов (1900 çул, кăрлачăн 27-мĕшĕ, Кутемер ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районĕ) — 1987 çул, пушăн 18-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш драматургĕ, çыравçи, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ[1].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1900 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнче çуралнă.
Çыравçăн пултарулăх çулĕ Хусанта пуçланнă. Кунтах вăл гимназире тата кĕвĕ училищинче вĕреннĕ. Çавăн пекех вăл Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлӳ пухнă.
1918 çулта вăл Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та унăн граждан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Фронтра вăл Чухăнсен сасси» хаçатра ĕçленĕ, часах ăна театра ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунтах Хусанти Чăваш театăрне пуçарса яракансенчен пĕри пулнă, унтах вылянă.
1920 çулта вăл университета таврăнать. Вĕренсе тухсан Шупашкара куçса килет те тухтăр пулса ĕçлеме тытăнать. Çынсене сипленĕ вăхăтрах, 1927-1930 çулсенче театăрăн тĕп режиссерĕнче вăй хурать, 1931-1934 çулсенче кĕвĕ училищинче вĕрентет.
Вăрçă хыççăн темиçе çул хушши Чăваш Енĕн тĕрлĕ сывлăха сыхлакан сферăра тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. 1948 çулта Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн министрĕ пулнă.
1987 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература ĕçĕнче утмăл çул ытла тăрăшнă Пётр Николаевич, çирĕм ытла пьеса, опера либретти, юрă-кĕвĕ камитне çырнă.
Айтар”, “Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт”, “Пиччĕшeпе шăллĕ”, “Пьесăсем”, “Тăван тавралăхра”, либретто опери “Прерванный вальс”. “Элкей таврашĕ роман-эпопея чăваш литературин ахах мерченĕ шуланать.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1945),
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1948),
- Чăваш халăх çыравçи (1984).
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ,
- Халăхсен туслăхĕн орденĕ
- «Хисеп Палли» орденĕ — икĕ хутчен.
- Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнеки.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чăваш литературин антологийĕ», Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм хатĕрленĕ, Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Иванов, И. Петр Осипов пурнaceпе пултарулaхe / И. Иванов. – Шупашкар : Чaваш кeнеке изд–ви, 1983.– 80 с.
- Алексеев, О. Халaх манмe / О. Алексеев // Хресчен сасси. – 2000. – 13 янв.
- Григорьев, Н. Иртнe кунсен cути / Н. Григорьев // Тaван Атaл. – 2000. – № 3. – С. 64–67.
- Давыдов–Анатри В. Чaваш улaпe / В. Давыдов–Анатри // Ялав.– 1993.– № 8.– С. 24–25.
- Дмитриев И. Энeш кукри cич кукaр–и? / И. Дмитриев // Хыпар.– 2000.– 27 кaрлач.
- Eфимов Г. Аса ил"yсем / Г. Eфимов // Тaван Атaл.– 2003.– № 3.– С. 46–48.
- Казанов А. Хура caкaрлa пехил / А.Казанов // Хыпар.– 1996.– 14 пуш.
- Осипов П. Пурнacланнa eмeт / П.Осипов // Литература вучахe: Ст.– Шупашкар, 1986.– С. 50–53.
- Прокопьев И. Х"yлев кeвви калатчe сeрме купaс / И. Прокопьев // Ялав.– 2000.– № 9.– С. 67–71.
- Саперов В. Ырa ecсем асра юлаcce / В.Саперов // Хресчен сасси.– 2000.– 15 февр.
- Сидоров П. П. Н. Осипов юбилей ячeпе / П.Сидоров // Хыпар.– 2000.– 27 кaрлач.
- Силэм Ю. Кунcул сунталaкe / Ю.Силэм // Ялав.– 1985.– № 1.– С. 16–17.
- Синичкин В. Тулса cитнe тулa пучаххисем пекехчe / В.Синичкин // Республика.– 1998.– 26 февр. – март (№ 9).– С. 14.
- Хлебников Г. Талант caлкуce / Г.Хлебников // Хлебников Г. Пултарулaх тeшши.– Шупашкар, 1981.– С. 11–68.
- Хусанкай П. Нумай енлe талант / П.Хусанкай // Хусанкай П. Acталaхпа чaнлaх.– Шупашкар, 1964.– С. 139–141.
- Хусанкай П. Петр Осипова: [Сaвa] / П.Хусанкай // Хыпар.– 1997.– 27 cу.
- Григорьев Ю. Любимец народа / Ю.Григорьев // Чaваш ен.– 2000.– 26 февр. – 4 марта (№ 8).– С. 5.
- Давыдов-Анатри В. Чувашский богатырь / В. Давыдов-Анатри // Чaваш ен.– 1994.– 3-10 сент. (№ 36).– С. 9.
- Дмитриев И. А. Петр Николаевич Осипов / И.А.Дмитриев // Чувашское искусство. Вопросы теории и практики.– Чебоксары, 2001.– Вып. IV.– С. 164-165.
- Иванов И. И. Многогранный талант / И.И.Иванов // Они боролись за счастье народное: Сб. ст.– Чебоксары, 1988.– Вып. 4.– С. 234-239.
- Кириллова Р. Доктор Осипов / Р. Кириллова; фот. авт. // Республика.– 2000.– 11 февр. (№ 6).– С. 6.
- Павлова В. Многосторонний яркий талант / В. Павлова // Знамя труда (Ядрин. р-н).– 2000.– 19 февр.
- Петр Николаевич Осипов: Ст. // Чувашский язык и литература: Тр. НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР.– Чебоксары, 1975.– С. 229-239.
- Помозов Ю. Семь цветов радуги / Ю. Помозов // Помозов Ю. Волжская мозаика.– М., 1970.– С. 143-148.
- Романов П. В. Осипов Петр Николаевич / П. В. Романов, Г.А.Алексеев // Краткая чувашская энциклопедия.– Чебоксары, 2001.– С. 308-309.
- Романова Ф. Петр Николаевич Осипов / Ф. Романова // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР.– Чебоксары, 1970.– Вып. 50.– С. 164.
- Саперов В. Н. Вся его жизнь была большой копилкой / В. Н. Саперов // Мед. вестн.– 2000.– 25 янв.– С. 1-2.
- Саперов В. Только добрые дела останутся в памяти / В. Саперов // Совет. Чувашия.– 2000.– 29 янв.
- Хлебников Г. Драматургия / Г.Хлебников // Хлебников Г. Современная чувашская литература.– Чебоксары, 1971.– С. 110-137.
- Хузангай П. Многогранный талант / П.Хузангай // Хузангай П. Книга дружбы.– Чебоксары, 1966.– С. 80-83.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Драматургсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- ССРП çыравçисем
- ССРП драматургĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Чăваш халăх çыравçисем
- 1900 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 27- мĕшĕнче çуралнисем
- 1987 çулта вилнисем
- Акан 18-мĕшĕнче вилнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем