Алексеев Борис Алексеевич
Борис Алексеев | ||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Алексеев Борис Алексеевич | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1911, ака, 27 | |||||
Çуралнă вырăн: |
Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ | |||||
Вилнĕ вăхăт: | 1973, çу, 3 | |||||
Вилнĕ вырăн: |
Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР | |||||
Професси: | XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ, театр режиссёрĕ, театр педагогĕ | |||||
Гражданлăх: |
![]() | |||||
Театр: | Чăваш К. В. Иванов ячĕллĕ ПАДТ | |||||
Чыславсем: |
|
Алексеев Борис Алексеевич (27.4.1911, Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ (халĕ Шупашкар районĕ) — 3.5.1973, Шупашкар) — чăваш раççей актёрĕ[1].
Чăваш АССР халăх артисчĕ (1943), РСФСР халăх артисчĕ (1960), ССРП халăх артисчĕ (1969). ССКП пайташĕ (1944).
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1932 çулта Шупашкарти мусăк театрĕн техникумĕнче вĕренсе тухнă.
1929 çултанпа — Чăваш драма театрĕн труппинче (халĕ Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ) (Шупашкар).
Вăрçă вăхăтĕнче пĕр актлă пьесăсен режиссёрĕ пулса ĕçленĕ, депутат функцисене пурнăсланă.
Темиçе çул хушши актёрсене вĕрентнĕ.
Борис Алексеевич Алексеев 1973 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. 2-мĕш № çăва çинче пытарнă.
Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Борис Алексеев пĕтĕм пурнăçне театра панă, уншăн пурăннă. 40 çул хушшинче 200 ытла сăнара калăпланă.
Вăл вылянă сăнарсем:
- Яго (Ç. Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче»);
- Щукарь мучи (М. Шолоховăн «Уçнă çĕрем»);
- Аким (Л. Толстойăн «Тĕтĕм аллинче»);
- Тăхтаман (К. Ивановăн «Нарспи»);
- В.И. Ленин (Н. Погодинăн «Пăшаллă çын»);
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Алексеев, Борис Алексеевич // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- ССРП халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- РСФСР халăх артисчĕсем
- Википеди:Портретсăр çынсем пирки статьясем
- ССКП пайташĕсем
- Пайăр çынсем:К. В. Иванов ячĕллĕ ЧПАДТ
- Чăваш АССР халăх артисчĕсем
- Шупашкарта пытарнисем
- Чăваш артисчĕсем