Контент патне куҫ

Андреев Алексей Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Петрович Андреев
Çуралнă вăхăт 1896, чӳк, 11
Çуралнă вырăн Тойкилтĕ, Мĕслим районĕ, Тутарстан
Вилнĕ вăхăт 1975, çу, 4
Вилнĕ вырăн Мускав
Пăхăнулăх ССРП ССРП
Çар ăрачĕ интендант
Хĕсмет çулĕсем 1918—1958
Хисеп
Генерал-майор
Генерал-майор
Çапăçусем/вăрçăсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи,
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль

Алексей Петрович Андреев (1896. чӳк, 111975, çу, 4) — Совет Çарăн генерал-майорĕ. 1-мĕш тĕнче тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер[1]

Алексей Андреев Тутарстанри Мĕслим районĕн Тойкилтĕ ялĕнче 1896 чӳкĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.

Хĕрлĕ Çара 1918 çулта хĕсмете тăнă. Мобилизаци ĕçтĕшĕсен курсĕсенче (1930) тата пехота шкулĕнче (1935) вĕреннĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Хĕрлĕ Çарăн Тĕп Управленинче яваплă ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ.

1946 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа СССР Хӳтĕлев халăх комиссарĕн секретариачĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

1958 çĕртме уйăхĕнче чирленипе хĕсметрен тухнă. Мускавра пурăннă. 1975 çулхи çăвăн 4-мĕшĕнче çут тенчерен уйрăлса кайнă.

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • Тăван Çĕршыв вăрçин 11-мĕш степеньлĕ орденĕ (2 хутчен)
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ Чувашская энцинлопедия