Антонов Леонид Илларионович
Курӑнакан калӑплав
Леонид Антонов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Антонов Леонид Илларионович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1939, çĕртме, 18 |
Çуралнă вырăн: |
![]() |
Пăхăнулăх: |
![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçи |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |

Антонов Леонид Илларионович — чăваш сăвăçĕ, публицисчĕ, РФ çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Нестор Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски салинче çуралнă.
Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Колхоз председателĕ тивĕçне пурнăçланă тата агроном пулса ĕçленĕ, Красноармейски районĕнчи çĕр ресурсĕсен управленине ертсе пынă.
Малтанхи сăввисем «Ял пурнăçĕ» хаçатра, «Ялав», «Хатĕр пул», «Тăван Атăл» журналсенче тата пĕрлĕ пухмачсенче пичетленнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пичетленнĕ кĕнекисем:
- «Сăвăсем» (1990);
- «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» (1991)
- «Çăлкуç сипечĕ» (1994)
- «Тулли пучах» (1996);
- «Сывлăм пĕрчисем» (1999)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев, В. Пучах тулли пултăрччĕ / В. Алексеев // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 21 февр.
- Леонид Антонов // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 416.
- Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Шупашкар, 2005. – С. 18.
- Афанасьев, П. Антонов Леонид Илларионович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар, 2006. – С. 31.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Антонов Леонид Илларионович(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Категорисем:
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Трак ен районĕнче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1939 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 18-мĕшĕнче çуралнисем