Красноармейски
|
Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районĕн администраци центрĕ. Мăн Шетмĕн сылтăм енче вырнаçнă.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 4271 çын, çав шутра 2017 арçын, 2254 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1940 ҫулчен Малти Тăрак ятлă пулнă [3].
Çул-йĕр, транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вăрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.
Ял аталанăвĕн планĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.
Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.
Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ 2002 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики Архивленĕ 21 Ҫурла уйӑхӗн 2018 çулта.
- ^ *Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Архивленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2016 çулта.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ял сăнĕсем
- «Чăваш Тĕнчи» сайтра вырнаçнă сăнӳкерчĕксем Архивленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2007 çулта.
- Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |