Арăслан
Арăслан (Panthera leo) — кушак çемйин тискер текĕрĕн сĕтĕçекенсен класĕн тĕсĕ. Çитĕнсе çитнĕ аçасем пысăк çилхĕллĕ, йывăрăшĕ 150—225 кг, хăш чух 240 кг та çитет, вăрăммăшĕ (хӳресĕр) 1,6 — 2,2 м, хӳри — 90 — 110 см, çӳллĕшĕ мăй тĕллĕнче 90 — 110 см. Амисен йывăрăшĕ 100—150 кг, хăш чух 160 кг çитет.
Арăсланăн инди (ази) тĕсĕн йывăрăшĕ 150—225 кг (вăтамми 180 кг). Çăра çилхеллĕ, лутра кĕлеткеллĕ, утса пынă чух пуçĕ хулпуççи çӳлĕшĕнче е аяларах.
Арăслансем çеçенхирсемпе саваннасенче пурăнаççĕ, вăтам калăплă, чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытса çиеççĕ. Сунара тухса тытмалли чĕрчун патне çывăха шăвăнса пыраççĕ, тин вара ыткăнса хăвалаççĕ.
Арăслансем тискер сĕт ĕçекенсем шутланаççĕ, çемйеллĕ ушкăнпа прайдпа пурăнаççĕ. Прайд шутĕнче пĕр аçа, çитĕннĕ темиçе амапа çурасем. Амасем прайд валли сунар ирттереççĕ, аçи — территорине сыхлать. Çамрăк аçасене прайдран хăваласа яраççĕ.
Тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ази арăсланĕ (P. leo persica) кăнтăр Евразире Греципе Инди хушшинче. Халĕ 300 яхăн чĕрчун Индире, Гуджарат штатĕнчи чĕрчун управĕнче пурăнаççĕ.
- Массай (африка) арăсланĕ — тĕрĕс хыпарсем çук…
- Инди арăсланĕ — 200 чĕрчун, Гир чĕрчун управĕнче,
- Сенегал арăсланĕ — Анăç Африкăра, пĕтес патне çитнĕ.
- Катанкă арăсланĕ — пĕтес патне çитнĕ.
- Ангол Катанкă арăсланĕ
- Кап арăсланĕ — пĕтернĕ
- Европа арăсланĕ — пĕтернĕ
- Судан арăсланĕ;
- Калахари арăсланĕ;
- Трансвааль арăсланĕ
- Масай арăсланĕ
- Вăтам тухăç арăсланĕ — пĕтернĕ
- «Зоопарк арăсланĕ» — тĕрлĕ тĕссен хутăш чĕрчунĕ, цирксемпе зоопарксенче ĕрченĕ.
Тĕс айĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслансем темиçе вунпӳ тĕс айĕсене пайланаççĕ, калăпăшĕпе, çилхи тĕсĕпе тата ыттипе те уйрăлса тăраççĕ. Пур тĕс айĕсем те (пĕр тĕсĕ çеç унта мар) Африкăра, Сахарăран кăнтăрарах пурăнаççĕ.
Авалхи çухалнă тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çĕр хăвăл арăсланĕ (Panthera leo spelaea), историри кушак çемйинчи чи пысăкки пулнă.
- Америка арăсланĕ (Panthera leo atrox). 235 кг таран тайнă (аçи). Ази арăсланĕ евĕр шутланнă, прайдсене йĕркелемен, пĕччен е иккĕн сунара тухнă
Кун-çул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслансем чылай сарăлнă тапхăрĕ плейстоцен вĕçĕнче: 100 000-10 000 çул каялла вĕсем сĕт ĕçекен чĕрчунсен хушшинче анлă çĕрсенче (ареалта) пурăннă.
Арăслансен географии енĕпе раси е тĕсĕ Çурçĕр Америкăри Аляскăпа Юконăран пуçласа Кăнтăр Америкăри Перу çĕршывне çити, пур Европăра, Азире Çĕпĕре тарин тата Африкăн чылай территоринче тĕл пулнă. Çурçĕр Америкăра вĕсем 10 000 çул каялла вилсе пĕтнĕ. Историллĕ вахăтсенче арăслансем Африкăн çурçĕрĕнче тата кăнтăр вĕçĕнче, çаплах пур Малти Азире, Индине (çĕршывăн çурçĕрĕнчи çурма пушхирлĕ тӳремсенче) çити, Европăн Балкан çурутравĕнче. Европа континентĕнче арăслансене 100 çул тĕлне, малтан йышăнса пурăннă ытти ареалĕнче — иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçнелле — вĕлерсе пĕтернĕ. Иранра хăш арăслансем 1942 çулчен сыхланса юлнă; Индире вĕсене 25 çеç хăварнă (Гир вăрманĕнче), управа илни кăна арăслансене аталанма пулăшнă.
Халĕ, Плейстоцен паркĕ проекчĕпе, арăслан йăхне Якутире хунав яртарса ĕрчетесшĕн.
Арăслан сăнарĕ этеплĕхре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслан паллисем (символики)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслана «Кайăксен патши» теççĕ. Йăла йĕркисен паллипе вăл Турă вăйĕн, тытăмăн тата хăватăн символĕ шутланать, Хĕвелпе Çулăмăн вăйне кăтартать. Йăх йĕркипе арăслан патша сумлăхĕпе чыслăхне палăртать.
Арăслан мифологире
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслан турăш çинче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслан синематографра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арăслан сайчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арăслансем 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла)
- Мăн кушаксем (вырăсла)
- Африка арăсланĕ
- The Lion Shrine 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- lion/ африка арăсланĕсен тискер çутçанталăкри фотографийĕсем
- Арăслан патши - вăйă!
Арăслан сăнĕллĕ укçасем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тухăç Африкăри укçа çинчи арăслан(ĕçлемен каçă)
- Эфиопи укçи çинчи арăслансем(ĕçлемен каçă)