Игнатьев Ардалион Васильевич
Ардалион Игнатьев | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | арçын |
Тулли ят: | Ардалион Васильевич Игнатьев |
Гражданлăх: | |
Ăстаçăлăх: | çăмăл атлетика |
Клуб: | "Колхозник" (Чăваш АССР), "Урожай"(Ленинград) |
Çуралнă вăхăт: | 1930, раштавăн 22-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Ĕнел ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1988, чӳкĕн 24-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, Раççей |
Тренер(сем): | Николай Зайцев (1952 çултанпа) |
Ардалион Васильевич Игнатьев (1930 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ, Ĕнел ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР — 1988 çулхи юпан 24-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен)- совет çăмăл атлечĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти, Олимп вăййисенче бронза призёрĕ, Олимп вăййисене Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш хутшăннă спортсмен, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçтĕшĕ[1].
Тренерĕ - Николай Зайцев (1952 çултанпа).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Елчĕкри вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Канашри вĕрентӳçĕсен училищинче вĕренсе тухсан шкулта физикăпа математикăна тата физкультăрăна вĕрентнĕ.
Ардалион Игнатьев "Колхозник"(Чăваш АССР) тата "Урожай"(Ленинград) спорт клубĕсенче вăй-халне аталантарнă.
1951 çулта - пĕррремĕш çĕнтерӳ: Чăваш АССР чемпионачĕ, (Шупашкар, "Энергия" стадион), 100 метр вăрăммĕш дистанци. Чупу вăхăчĕ -11,1 çеккунтă.
1952 çулта çăмăл атлет Çуллахи Олимп вăййисене хутшăнать.
Пысăк спорт хыççăн Шупашкарта педагогика институтĕнче тата ялхуçалăх институтĕнче тренер-вĕрентӳçĕ тата Чăваш Республикин Çăмăл Атлетика Федерацин ертӳçи ĕçĕнче вăй панă.
Хутшăннă ăмăртусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1952 çул: XV-мĕш Олимп вăййисем (Хельсинки);
- 1954 çул: Европа Чемпионачĕ (Берн);
- 1956 çул: СССР халăхĕсен Спартакиади (виççĕ Ылтăн медаль);
- 1956 çул: XVI-мĕш Олимп вăййисем (Мельбурн).
Çитĕнĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- СССР рекордсменĕ (16 хутчен);
- Европа рекордсменĕ;
- СССР чемпионĕ (15 хутчен);
- Çăмăл атлетика европа чемпионачĕ (1954): 200 м - кĕмĕл медалĕ, 400м -ылтăн медалĕ;
- Çуллахи Олимп вăййисем (Мельбурн, 1956): 400 м - бронза медалĕ.
Астăвăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ардалион Игнатьев ячĕллĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕ (Чăваш Ен);
- Игнатьев урамĕ (Шупашкар);
- Игнатьев урамĕ (Елчĕк);
- А. Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕ (Шупашкар).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Игнатьев А. В. Пурнăçланнă ĕçмĕт / А. В. Игнатьев. — Ш. : Чăв. кĕн. изд-ви, 1978. — 80 с;
- Юрьев М. Eвропа чемпионĕ / М. Юрьев. — Ш. : Чăвашгосиздат, 1956. — 52 с;
- Алексеев И. Мухтавлă ентеш / И. Алексеев // Eлчĕк ен. — 2000. — ч-к;
- Игнатьев А. В. «Спорт — манăн çул» / А. В. Игнатьев // |ĕнтер-шĕн (Йĕпреç р-нĕ). — 1997. — 20 çу;
- Игнатьев А. Стадионти пĕр çаврăм / А. Игнатьев // Коммунизм ялавĕ. — 1988. — 1 сент;
- Ильин В. Ардалион Игнатьев манăçмĕ / В. Ильин // Хыпар. — 2003. — 30 юпа. — (Спорт страници. — № 10);
- Плотников Ю. Вĕлкĕштĕр ялан олимп ялавĕ / Ю. Плотников // Ялав. — 2004. — № 1. — С. 109—113;
- Плотников Ю. Олимп тӳпинче/ Ю. Плотников // Хыпар. — 1992. — 22 июль;
- Пушкина И. Паллă спортсмен ячĕпе — асăну хăми / И. Пушкина // Хыпар. — 2003. — 29 юпа;
- Сидоров П. Ардалион фончĕ йĕркеленчĕ / П. Сидоров // Хыпар. — 2003. — 10 кăрлач;
- Сидоров А. Вилĕмсĕр Ардалион / П. Сидоров // Хыпар. — 2000. — 28 ч-к;
- Сидоров П. Малтанхи олипиец / П. Сидоров // Eлчĕк ен. — 2003. — 24 çу;
- Улангин А. Пĕрремĕш олимпиец / А. Улангин // Коммунизм ялавĕ. — 1990. — 23 нояб;
- Земляки увековечили память спортсмена // Совет. Чувашия. — 2003. — 17 мая;
- И был олимпийский дебют… / Молодеж. курьер. — 2002. — 10-16 июля (№ 28). — С. 9;
- Игнатьев А. Быть первым трудно, но почетно. . . / А. Игнатьев // Чувашия — спорт. — 1995. — 8 дек. (№ 1). — С. 3;
- Игнатьев А. "Зерна, брошенные нами, дали хорошие всходы. . . ": Воспоминания / А. Игнатьев // Чувашия — спорт. — 1996. — 29 мая (№ 10). — С. 3;
- Кириллов Ю. Ардалион Игнатьев: «Шагнул на пъедестал первым»/ Ю. Кириллов // Молодеж. курьер. — 1996. — 8 мая (№ 18). — С. 14;
- Краснов В. Легенда отечественного спорта / В. Краснов // Совет. Чувашия. — 2003. — 25 окт;
- Матвеев С. В память о первом олимпийце / С. Матвеев // Совет. Чувашия. — 2003. — 29 окт;
- Первый олимпиец Ардалион Игнатьев/ Подгот. Л. Волошина// Легкая атлетика. — 1995. — № 4. — С. 16;
- Плотников Ю. Великим бегуном называют его / Ю. Плотников // Совет. Чувашия. — 2000. — 24 нояб;
- Плотников Ю. Ему всегда стоять на пъедестале / Ю. Плотников // Совет. Чувашия. — 1998. — 2 дек;
- Сорокин В. Будем помнить олимпийца / В. Сорокин // Совет. Чувашия. — 1999. — 11 февр;
- Сорокин В. По прежнему гордимся им / В. Сорокин / Чăваш ен. — 1997. — 21 июнь — 5 июль (№ 25-26). — С. 8;
- Талдыкин В. Они открывали Австралию / В. Талдыкин // Совет. Чувашия. — 1999. — 27 марта.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 80 лет со дня рождения первого олимпийца Чувашии Ардалиона Игнатьева. Министерство спорта Республики Чувашия (24 ноября 2010). çăлкуçран архивланă 13 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2011.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Олимп патне йĕплĕ çулĕ
- Ардалион Игнатьев Олимп вăййисенче 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Чăваш энциклопедийĕ Ардалион Игнатьев çинчен
- Ардалион Игнатьев – пĕрремĕш чăваш олимпиецĕ 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Олимп вăййисен призёрĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Олимп вăййисен призёрĕсем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Олимп вăййисем
- Кĕске дистанцине чупакан совет спортсменĕсем
- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăстисем
- 1956 çуллахи Олимп вăййисен бронза призёрĕсем
- 1952 çуллахи Олимп вăййисенчи çăмăл атлетсем
- 1956 çуллахи Олимп вăййисенчи çăмăл атлетсем
- Европа чемпионĕсем, çамăл атлетикăпа
- Чăвашсем