Контент патне куҫ

Аршуткин Николай Арсеньтевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Аршуткин
Çуралнă чухнехи ят: Аршуткин Николай Арсеньтевич
Çуралнă вăхăт: 1924, раштав, 11
Çуралнă вырăн: Мăн Явăш ялĕ, Вăрнар районĕ Чăваш АО
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи тата драматургĕ
Жанр: пьеса, калав, повеç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ || Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ || «Хăюлăх» медалĕ ||
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
||
«Берлина илнĕшĕн» медаль
«Берлина илнĕшĕн» медаль
Аршуткин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Аршуткин Николай Арсеньтевич (1924 çул, раштав, 11, Мăн Явăш ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АО çур.) — чăваш драматургĕ, публицисчĕ, Чăваш АССР ÇП пайташĕ[1].

Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе (1942) 2 степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕ, медальсене тивĕçнĕ.

1924 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Чăваш АО кĕнĕ Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралнă.

Çĕрпӳри ферьдшер шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран Хусанти медицина институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, санинструктор пулнă. 1942 çулта ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Муркашри район пульницинче малтан хирург, кайран аслă тухтăр вырăнĕнче ĕçленĕ.

Николай Аршуткинăн статьисем «Сельская жизнь» тата «Советская Россия» Мускаври хаçатсенче пичетленнĕ.

Пĕр актлă тата нумай актлă пьесисене халăх театрĕсенче тата драма кĕтесĕсенче лартнă.

2001 çулта унăн «Тухтăрсем» ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Аршуткин Николай Арсентьевич 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.