Арья

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Арья (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Арья, — Чулхула облаçĕн Урень районне кĕрекен хула евĕрлĕ посёлок. Халăх йышĕ — 5,1 пин çын.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Посёлок Чулхула облаçĕн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнче, область тĕпĕнчен 180 çухрăмра, вырнаçнă. Посёлокăн кăнтăр енче Арья юханшывĕ юхса иртет. Икĕ çухрăм кăнтăралла Кочешковски кӳлли вырнаçнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Посёлока 1933 çулхи çурла уйăхĕнче никĕсленĕ. Чи малтан ăна Çĕнĕ Арья ята панă, унта пурĕ те икĕ урам çеç пулнă. Вăхăт иртсен посёлокра хăма касакан предприяти уçăлнă. Предприятине чикĕ леш енчен илсе килнĕ оборудованине лартнăран вăл туса кăларакан тавара Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те туяннă. 1990-мĕш çулсенче укçă-тенкĕ çитме пăрахнине пула ăна сутса янă.

1974 çулта посёлока хула евĕрлисен шутне кĕртнĕ.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Посёлок çывăхĕнче Чулхула-Киров чукун çулĕн чарăнăвĕ пур.

Хуçăлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пысăк хуçалăх — «Арья» тимĕр-бетон таварĕсен савучĕ. Посёлокра çавăн пекех нефть, кăмрăк упракан савутсем, çăкăр кăларакан, асфальт тăвакан савут пур.

Ăс-пурлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Посёлокра пульница, 2 ача-пăча сачĕ, 2 стадион, спорт интерначĕ, кану çурчĕ, пуçламăш тата вăтам шкул пур.

Икĕ чиркӳ вырнаçнă — пĕри кивĕ йăлана тытса пыракансен, теприне хăпартаççĕ.