Афанасьев Егор Афанасьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Eгор Афанасьев
Çуралнă чухнехи ят: Афанасьев Eгор Афанасьевич
Çуралнă вăхăт: 1922, юпа, 2
Çуралнă вырăн: Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg Хорнсор ялĕ, Элĕк районĕ Чăваш АО
Вилнĕ вăхăт: 1980, утă, 26
Вилнĕ вырăн: Сĕнтĕрвăрри, Чăваш АССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ, драматургĕ
Тĕлĕ: ача-пăча литератури
Жанр: поэзи, юмах, драма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Disambig gray.svg Афанасьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Афанасьев Егор Афанасьевич (1922, юпа, 2, Хорнсор Мучикасси (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хорнсор) ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АО — 1980, утă, 26, Сĕнтĕрвăрри, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, прозăçи, юмахçă.

СССР ÇП пайташĕ (1979)[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Хорнсор Мучикасси (халĕ Хорнсор) ялĕнче çуралнă.

Етĕрне педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи «Малалла» тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ленин ялавĕ» хаçатсенче вăй хунă. «Ялав» журнал редакциĕнче литература ĕçченĕ пулнă.

1980 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Ĕшнери ёлка: юмах / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1954. - 16 с.[1]
  2. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти: сăвăсем / Егор Афанасьев. - Шупашкар, 1972. - 64 с.[2]
  3. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти ӳсет: шкул çулне çитмен ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1966. - 36 с.
  4. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Пирĕн ял ачисем: сăвăсемпе поэмăсем / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1965. - 39 с.[3]
  5. Афанасьев, Егор Афанасьевич. Çи, шăнкăрч: кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1964. - 47 с.

Унăн Г. Тереньтевпа пĕрле çырнă «Выигрыш» пьесине Чăваш драма театрĕнче лартнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Афанасьев, Е. [Ача-пăча сăввисем] / Е. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2012. – № 10. – Прил.: с. 37-38. – (Автор çинчен калани пур).
  2. Афанасьев Егор Афанасьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 36.
  3. Афанасьев, П. Афанасьев Егор Афанасьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 45.
  4. Ефимов, Л. А. Афанасьев Егор Афанасьевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элĕк энциклопедийĕ. – Чебоксары, 2009. – С. 82.
  5. Станьял, В. П. Афанасьев Егор Афанасьевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 155.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]