Контент патне куҫ

Ахах Иван Евграфович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ахах Иван Евграфович (чăн хушамачĕ Ундрицев), — сăвăç, прозаик, критик. 1898 çулхи раштавăн 31 Кăрмăш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕ) Уйпуç Ялтăра ялĕнче çуралнă. 1920 çулхи пуш уйăхĕн 15 çав ялтах вилнĕ.

Юманайри пуçламăш шкулне, Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкулне, Хусанти духовлă семинарине вĕренсе пĕтернĕ. «Канаш» хаçатăн редакциĕнче литература ĕçченĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Граждан вăрçи вăхăтĕнче хĕрлĕ çарăн «Чухăнсен сасси» чăваш хаçачĕнче тĕп редактор вырăнĕнче ĕçленĕ. Хаçатра вăл хăйĕн сăввисене, калавĕсене, статьисене тата рецензиĕсене пичĕтленĕ.

Иван Ахах «Атьăр социализмшăн çапăçма» кĕнеке тата суйласа илнĕ произведенисен авторĕ. Çавăн пекех вăл виçĕ упранса юлман драмăсен авторĕ.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.