Ашмаров Фёдор Иванович
Фёдор Иванович Ашмаров | |||||
200px | |||||
Çуралнă вăхăт | 1897 çул, чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Ман Явăш Вăрнар районĕ РСФСР | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1944 çул, утă уйăхĕн 19-мĕшĕ | ||||
Вилнĕ вырăн | Рундены ялĕ, Латви | ||||
Пăхăнулăх |
![]() | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1944-1944 | ||||
Хисеп | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Ашмаров Фёдор Иванович- Совет Союзĕн паттăрĕ. 1897-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Ман Явăшра çуралнă. Чăваш. 1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Латвири Рундены ялĕ патĕнче çапăçура вилнĕ.
Пĕчĕклех тăлăха юлнă. Граждан вăрçине хутшăннă. 1-мĕш ут çарĕнче çапăçнă. 1930-мĕш çулта уил-йышĕпе Красноярск енне куçса кайнă. 1941-мĕш çулхи çулларан Красноярскри "Красмаш" заводра ĕçленĕ.
1944-мĕш çулхи çу уйăхĕнче хесмете кайнă. 219-мĕш дивизин 375-мĕш полкĕнче çапăçнă. 1944-мĕш çулхи 10-мĕшĕнче атакăна пĕрремĕш çĕкленсе минă уйĕсенчен иртсе кайнă. Ăнăçлăн пралук чăрмавĕсенчен иртсе тăшман траншейисене чи малтан пырса çитнĕ. 5 фрица пĕтернĕ. Таракан тăшмана хăваласа взвод иккĕмĕш оборона линине çитнĕ . Софроново ялĕ патĕнчи вăрманта хĕрӳ çапăçу пуçланнă. Ашмаров 5 офицера вĕлернĕ, виççĕшне плена илнĕ (полк командирĕ Бочаров çырнă награда хутĕнчен).
1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Латвири Лудзены районĕнчи Рундены ялĕ патĕнче Ахметгалин взводне (вĕсем шутĕнче Ашмаров кĕçĕн сержант та пулнă) тăшмансем ункăна илнĕ. 11 салтак нумай вăхăт хушши хăйсенчен нумай хут пысăкрах шутлă гитлеровецсемпе çапăçнă.
Сăрта тăшмансене паман, хамăр çар киличчен тытса тăнă. Çавăнпа çак çапăçура пулнă 11 салтака та Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă. Пурне те вилнĕ тесе шутланă.
- 1. Ахметгалин Хакимьян Рахимович аслă сержант (пушкăрт),
- 2. Андронов Василий Антонович аслă сержант (вырăс),
- 3. Сыроежкин Пётр Константинович сержант (вырăс),
- 4. Чернов Матвей Степанович кĕçĕн сержант (чăваш),
- 5. Ашмаров Фёдор Иванович красноармеец (чăваш),
- 6. Уразов Чутак красноармеец (узбек),
- 7. Тайгараев Тукубай красноармеец (кăркăс),
- 8. Абдулаев Урунбай красноармеец (узбек),
- 9. Шакуров Яков Савельевич красноармеец (тутар),
- 10. Шкураков Михаил Ермилович красноармеец (вырăс),
- 11. Карабаев Тишебай красноармеец.
Виççĕше чĕрĕ юлма пултарă. Йывăр аманнă Андронова урăх частри санитарсем илсе кайнă. Аманса контузи илнĕ Абдуллаев плена лекнĕ, хăйĕн медалĕсене 16 çултан çăç илме пултарнă. Карабаев Тишебай йывăр тапхăр çитсен тăшмана парăннă. Ун малалли шăпи паллă мар. 1952-мĕш çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче ана Совет Союзĕн паттăрĕ чысне панине "никĕслемесĕр чысланă" пирки тĕпленĕ.
Чысăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Мухтав орденĕ - 1944.
- Совет Союзĕн Паттăрĕ - 1945.
- Ленин орденĕ - 1944.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
||
---|---|---|
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Краснов П.И. Вăрнар Ен. — Вăрнар: Типография РГУП "Вурнарский издательский дом ", 2002. — 93 с.
- Страницы, использующие повторяющиеся аргументы в вызовах шаблонов
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Страницы с неработающими файловыми ссылками
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Мухтав орденĕн кавалерĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чӳкĕн 6-мĕшĕнче çуралнисем
- 1897 çулта çуралнисем
- Утăн 19-мĕшĕнче вилнисем
- 1944 çулта вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем:Чăваш Ен