Пахтат
Пахтат[1] (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Пахтат мухафазин административлă тĕпĕ.
Çутçанталăк никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пахтат Иракăн варринчех, Тигр хĕрринче, Дияла юхса кĕнĕ çĕртрен инçех мар вырнаçнă. Çанталăк климачĕ хулара тата тулашĕнче субтропиклă тата вăтаçĕртинĕслĕ. Кăрлачри сывлăшăн вăтам температури +10 градус, утăра — +34 градус. Çулти вăтам нӳрĕклĕх — 160–180 мм. Нӳрĕк раштав-кăрлачра чылай ӳкет. Çу тапхăрĕ: çу-юпа: ун чух Пахтатра чи шăрăх типĕ çанталăк тăрать (чи вĕри сывлăш, утăра +43 градус пулнă), çумăр сайра çăвать. Хĕл сезонĕ раштав-пушра; сывлăш +18 градусран ăшăрах тăмасть.
Çу-çĕртме уйăхĕсенче çурçĕр-анăç çилĕ вĕрет, Пахтатра тата таврашĕнче часах тусанпа хăйăр тăвăлĕ алхасать.
Халăх йышĕ, челхе, тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]АПШ Ирака хирĕç вăрçă (2003) пуçличчен Пахтатра 5.1 млн ытла çын пурăннă. Халĕ çын хирĕçӳре вилнипе, урăх хулана е ют çĕре тухса кайнипе халăх йышĕ самаях ӳкĕннĕ, анчах та тĕрĕс хыпар пама май çук.
Этнос енчен хула халăхĕ шутĕнче ытларах арапсем (75 %), çаплах куртсем, турккăсем, ассирисем, эрменсем, еврейсем тата урăххисем те. Патшалăх чĕлхи — арап чĕлхи, курт чĕлхи те анлă саралнă, унăн статусĕ официаллă шутланать. Тĕне тытса пыракан çынсем хушшинче Пахтатра шиит тата суннит йӳнлĕ мăсăльмансем (90 % ытла), христианлăхпа иудаисăма йĕркипе пурăнакан та чылай.
Хулан кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула çĕр вырăнĕнче, историксем палăртнипе, пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче пурăну вырăнĕсем пулнă. Пахтата хăйне 762 çулта Тигр шывĕн анăç çыранĕнче никĕс хунă.
Этеп кăнарлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăванла хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ашмарин Н. И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. — Т. 9—10. — С. 147. — ISBN 5-7361-0039-8
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Густерин П. В. Города Арабского Востока. — М.: Восток—Запад, 2007. — 352 с. — ISBN 978-5-478-00729-4
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пахтат Викиампарта
- Пахтат хулин кун-çулĕ: иллюстрацисемпе карттăсем. 2005 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пахтат фотоӳкерчĕкĕсем. 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хула хаçачĕн электронлă версийĕ, акăлчанла. 2005 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
Азири тĕп хуласем |
|
---|---|
Абу-Даби | Амман | Анкара | Астана | Ашхабад | Багдад | Баку | Бандар-Сери-Бегаван | Бангкок | Бейрут | Бишкек | Вьентьян | Дакка | Дамаск | Дили | Доха | Душанбе | Джакарта | Ереван | Иерусалим | Исламабад | Кабул | Катманду | Мале | Манама | Манила | Маскат | Найпьидо | Никоси | Пекин | Пномпень | Путраджайя | Пхеньян | Сана | Сеул | Сингапур | Çĕнĕ Дели | Тайбэй¹ | Ташкент | Тбилиси | Тхимпху | Тегеран | Токио | Улан-Батор | Ханой | Шри-Джаяварденепура-Котте | Эль-Кувейт | Эр-Рияд Йышăнман патшалăхсем: Рамалла | Степанакерт | Сухуми | Цхинвали ¹ Тайване чылай патшалăх йышăнман |