Курт чĕлхи
Курт чĕлхи (كوردی, Kurdî) — индоевропа челхисен çемйин иран чĕлхисен анăç иран ушкăн айĕнчи чĕлхе. Курт халăхĕн чĕлхи, официаллă мар Куртистанра сарăлнă.
Чĕлхе темиçе пайа уйрăлса саланчĕ (йăлаллă диалект теççĕ): курманджи (çурçĕр курт), сорани (тĕп курт), зазаки, горани (гурани), лаки. Фонетикăри тата тымарĕн тытăмĕ енчен уйрăмлăхĕсем нумаях мар, çапах морфологийĕпе урăхла пулаççĕ, çавăнпа та чĕлхен тĕрлĕ диалекчĕсемпе пуплекен халăхсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ.
Халĕ «курт чĕлхин» виçĕ диалекчĕне (чĕлхене) палăртаççĕ:
- курманджи, е çурçĕр курт (СССР, Ирак, Турци, Сири);
- сорани, е тĕп курт (тухăç Ирак, Иран);
- келхури, е кăнтăр курт (кăнтăр-тухăç Ирак, анăç Иран).
Ытти диалекчĕсем — (зазаки е кырманчки (курманджи мар!), горани тата ыттисем), калаçакан çыннисем хăйсене куртсем тесен те, лингвистика енчен чĕлхисем хăй тĕллĕ шутланаççĕ. Тепĕр енчен, езидсем тĕнпе куртсемпе пĕр тĕслĕ пулмасан та, çапах езид чĕлхи — курманджи диалекчĕ.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Курт чĕлхи миди чĕлхинчен пулса тухнă. Вăтам ĕмĕрсенче перси тата арап чĕлхисен сĕмне лекет. Çаплах чĕлхере турккă сăмахĕсем те пур.
Çыруллăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статьйи — Курт çырулăхĕ
Синтаксис енĕпе курт чĕлхи эргативлă йĕркеллĕ шутланать.
Хăйсен ĕмĕрĕнче куртсем арап алфавичĕпе усă курнă. 1920—1930-мĕш çулсенче Турципе СССР-та латтинлатнă курт алфавичĕсене туса хунă. 1946 çулта совет курчесен алфавитне кириллицăна куçарнă.Иракпа Иранра халиччен те курт халăхĕ арап çыруллăхĕпе усă курать.
Халĕ Турцире курт чĕлхипе калаçнăшăн ытлах юратмаççĕ, курт латиницине кансĕрлеççĕ, куртсене хăйсен ячĕсене курт латиниципе çырма чараççĕ.
Юлашки вăхăтра совет курчĕсем пуре те тенĕ пекех латиница çине куçрĕç. Çак ыйтăвах пĕрмаях Ирак Куртистанĕнче çĕклеççĕ, çапах та пурнăçра çак ĕç пĕр вырăнтах тăрать. Сирире вара куртсем латин алфавичĕпе анлăнах усă кураççĕ.
Фонологи хаклавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вокалисăм çак фонемăсемпе палăртăнать:
front | central | back | ||||
---|---|---|---|---|---|---|
short | long | short | long | short | long | |
close | i | iː | ʉ | u | uː | |
mid | e | eː | ə | o | ||
open | a |
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Руденко М. Б. Функция глагола («geîyan») в текстах средневековой курдской литературы на северном диалекте (курманджи) // Письменные памятники и проблемы истории культуры народов Востока. VIII. М.,1972. С. 200–203.
- Руденко М. Б. О некоторых особенностях языка средневековой курдской литературы (по материалам поэмы Селима Слемана «Юсуф и Зелиха») // Иранская филология. Краткое изложение докладов научной конференции, посвященной 60-летию проф. А. Н. Болдырева. М., 1969. С. 104–107.
- Цукерман И.И. Хорасанский курманджи: Исследования и тексты / АН СССР. Институт востоковедения. М.: ГРВЛ, 1986. 271 с.
- Цукерман И.И.Очерки курдской грамматики: Глагольные формы курманджи / АН СССР. Институт народов Азии. М.: ИВЛ, 1962. 239 с.
- Цукерман И.И.Очерки курдской грамматики // Иранские языки. Вып. II. М.–Л., 1950. С. 78–144.
- Цукерман И.И.Склонение имен существительных в говоре курдов ССР Армении / Тезисы диссертации на степень кандидата филологических наук. Институт языка и мышления им. Н.Я. Марра. Л., 1939. 4 с.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- СПбФ ИВ РĂА куртсене тĕпчевĕн историйĕ Архивленĕ 20 Ҫу уйӑхӗн 2015 çулта.
- The Kurdish Institute of Paris — Language and Literature
- Kurdish Institute of Istanbul Архивленĕ 15 Кӑрлач уйӑхӗн 2016 çулта.
- KAL: The Kurdish Academy of Language
- Kurdish Kurdish links and language information, dictionary etc.
- Open Directory Project: Kurdish Language Архивленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2017 çулта.
- Kurd_lal: Kurdish Language and Linguistics
- Online Kurdish-English Dictionary Архивленĕ 11 Нарӑс уйӑхӗн 2006 çулта.
- On-line Kurdish-English Dictionary Архивленĕ 2 Нарӑс уйӑхӗн 2006 çулта.
- Online English to Kurdish to English Dictionary (By Erdal Ronahî)
- Online Kurdish-German-Kurdish Dictionary Архивленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта.
- Online Kurdish-English Ferheng Dictionary Архивленĕ 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2010 çулта.
- Online Turkish-Kurdish-Turkish Dictionary Архивленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта.
- Online Kurdish School for Sorani,Kurmanji and Dimili
- Academic research about Zazaki
- MIT OpenCourseWare online course in Zazaki Архивленĕ 9 Утӑ уйӑхӗн 2011 çулта.
- Comparison between alphabets used in Kurdish Архивленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.