Контент патне куҫ

Берендейсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Берендейсем, — (пĕр енчи) çухалнă тĕрĕк халахĕ. Огузсен йăхĕнчен тухнă пулмалла (е огур-пăлхар йăхĕ). Вырăс авалхи çырăвĕсенче 1097 çултанпа пуçласа XII ĕмĕр вĕçĕ таран асăнаççĕ.

XI ĕмĕрĕн иккĕмеш çурри тĕлне тăванла торксемпе тата печенексемпе пĕрле Кейӳпе Переяславль кнеçлĕхĕсемпе юнашар вырăс кăнтăр çеçенхирсенче пурăнма вырнаçнă. Уйрăмах Рось юханшывĕ патĕнче пăчăртаннă.

1146 çул тĕлне Хура калпаксем ятлă йăхсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Унта берендейсем пуçсăр торксем, печенексем тата ыттисем кĕнĕ. Вăл пĕрлешӳ Руçе пăхăнса тăнă. XII ĕмĕрте берендейсен кнеçĕсемпе пикĕсем палăрма пуçланă, хуласем те пулнă. Кейӳ кнеçĕсем берендей юланутçисене Руçе кăпчаксенчен сыхлама, тата пĕр-перинпе çапăçнă чухне усă курнă.

XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче тутар-монголсем тапăнса кĕрсен вĕсен пĕр пайĕ Болгарипе Венгрине куçса кайнă, ыттисем Ылттăн Уртара пурăнаканнисемпе пăтрашăнса пĕтнĕ.