Контент патне куҫ

Биметр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Биметр (ав.гр. τό μέτρον, виçе, виçев пĕрчи, критерий; лат. bimeter, иккĕлле виçе) — Антика тапхăрĕнчи сăвă теорийĕ тĕлĕшпе усă куракан термин. Сăвă йĕркинче пĕр харăсах икĕ тĕрлĕ виçе пулнине пĕлтерет. Асăннă тапхăрти чĕлхесенче (авалхи грек, латтынь) сыпăксем вăрăмăш тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе оппозицире пулнă, сăвăри ритм та çак пулăм çинче никĕсленнĕ. Паянхи чăваш, вырăс, нимĕç тата ытти нумай-нумай чĕлхесенче кун пек пулăм çук. Вĕсенче динамикăлла пусăм малта тăрать.

"Биметр" текен термина динамикăллă пусăмлă чĕлхесенчи сăвă тĕлĕшпе майлаштарса усă курасси аталаннă-ши е çук-ши, — ку тĕлĕшпе халлĕхе ним те паллă мар.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Гаспаров М. Л. Очерк истории европейского стиха. — М., 2003.
  • Цисык А. З., Шкурдюк И. А. Античная метрика. — Минск, 2004.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]