Пеон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Пеон (пĕлтерĕшсем).
Ку сăмаха Пеан е Пион тенисемпе пăтраштармалла мар

Пеон  — Антика тапхăрĕнчи квантитативлă сăвă тытăмĕн карт тĕсне пĕлтерекен сăвă терминĕ, вăл 5 морăран, виçĕ кĕске тата пĕр вăрăм сыпăкран тăнă. Вăрăм сыпăк ăçта танине кура I, II, III тата IV пеонсене шута илнĕ:

  • I -UUU
  • II U-UU
  • III UU-U
  • IV UUU-

Анчах та пусăма тĕпе хуракан сăвă тытăмĕсенче хăйне кура палăртавсем пур. Вăл палăртавсене Антика тапхăрĕнчисемпе аналогилесе майлаштарнă.

Геннадий Айхи çырнă "Тепĕр юрă" сăвă йĕркисене илсе пăхар-ха:[1]

Ачасем — ачасемпе.                U U — U | U U —
Артистсем — артистсемпе.     U U — U | U U —
Йĕкĕтсен хăйсен пур йышĕ,     U U — U | U U — U
Ваттисем — ваттисемпе.         U U — U | U U —

Ăнлантарни: "—" — вăйлă сыпăк (икт), "U" — вăйсăр сыпăк, "|" — картсен чикки. Калас пулать, малтанлăха пăхсан, хорей çемми пек те туйăнать. Анчах та йĕркесенчи 1-мĕш, 5-мĕш сыпăксем 3-мĕш, 7-мĕш сыпăксенчен чылай вăйсăртараххине пула пеон темелле. (Виççĕмĕш йĕркере икĕ тулли карт, 1-мĕш, 2-мĕш, 4-мĕш йĕркесенче иккĕмĕш карчĕ тулли мар). Пеонăн çакăн пек тĕсĕсем пур: пеон I (— U U U), пеон II (U — U U), пеон III (U U — U), пеон IV (U U U —). Эп.</reир илсе кăтартнă тĕслĕх — пеон III.[2] Михаил Сениэлĕн Геннадий Айхин асăннă хайлавĕнчен тухса тăракан ахрăм-сăвви пур. Ăна та çак пеон III сулăмĕпех ăсталанă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Тепĕр юрă . Геннадий Айхи сăвви.
  2. ^ Элли Илле. Чăваш пеонĕ (Сăвă теорийĕн ыйтăвĕсем). — Хыпар, 2000, кăрлач, 22

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Брюсов В. Я. Опыты по метрике и ритмике, по евфонии и созвучиям, по строфике и формам. — М.: Геликон, 1918. — 200 с.
  • Пеон // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 733—734 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]