Контент патне куҫ

Метрикăлла сăвă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлав пусăм çинче никĕсленекен сăвă çинчен, Квантитативлă сăвă пирки ятарлă статья пур

Метрикăлла сăвă, çавăн пекех кĕскен ме́трика (ав.гр. μέτρον — вăрăмăш, тăршшĕ, размер) — кашни сăвă йĕркин хăйĕн шалти тытăмĕ, метрĕ пуррине пĕлтерет. Акă хорей çеммиллĕ сăвă (Митта Ваçлейĕн):

Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар[1].

Тата тепĕр тĕслĕх:

Ирĕлет Азирен Европпа́ уйăран
Ту йăран[2]

Асăрхар, кунта сăвă йĕркисен тăрршшĕсем (сыпăк шучĕсем) пач тĕрлĕрен пулни те сăвва метрикăлла пулма "чăрмантармасть".

Метрика пусăм пĕлтерĕшесĕр чĕлхесенче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метрика пирки халь çеç ăнлантарни сăвă ăсталасси динамикăллă пусăм çинче никĕсленекен чĕлхесене (чăваш, вырăс, нимĕç,...) пырса тивет. Метрикăлла сăвă тенине унта тепĕр тĕрлĕ "силлабо-тоника" теççĕ. Авалхи грек, латин, фарси чĕлхисенче вара çак япала пач урăхла пулнă. Унта метрика тенине (квантитативлă сăвă, лат. quantitas — шут) те пач урăхла ăнланнă[3].

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Владимирова О.Г. Выражение особенностей диалекта малой родины в ритмике чувашских поэтов // Чувашский язык и литература: теория и методика: сборник статей. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. гос. пед. ун-та, 2016. – С. 107–110.
  • Владимирова О.Г. Становление и развитие чувашского силлабо-тонического стиха: автореф. дис. … канд. филол. наук. – Чебоксары, 2004. – 23 с.
  • Владимирова О.Г. Становление и развитие чувашского силлабо-тонического стиха: дис. … канд. филол. наук. – Чебоксары, 2004. – 190 с.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]