Бирскри ютйăхсен вĕрентевçисен шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Бирскри ютйăхсен вĕрентевçисен шкулĕБирск хулинче (халĕ Пушкăртстан) Н.И.Ильминскийĕн педагогика системине пурнăçа кĕртме вĕрентевçĕсем те хатĕрлес тĕллевпе 1882-мĕш çултанпа ĕçленĕ шкул.

Малтанхи вăхăтра вăл шкула вырăс маррисене çеç йышăннă, 1888-мĕш çултанпа вара вырăçсене те илме пуçланă[1].

Çапла вара вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ, Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ йышши вĕрентÿ йĕркелĕмĕсемпе юнашар тăрать темелле[2].

1895-мĕш çулта вĕреннисен йышĕ: çармăссем — 23, вырăссем — 9, чăвашсем — 5, удмуртсем тата тутарсем — 4-шар, пушкăртсем тата коми-пермяксем — 1-шер.

1920-мĕш çултан шкула Çармăс педагогика курсĕсем теме пуçланă, вара вăл Николо-Берёзовка ялне куçса кайнă (халĕ Пушкăртстанти Краснокамски районне кĕрет).

1921-мĕш çултан Краснокаскинчи Çармăс педагогика вĕрентĕшĕ ятлă[3].

1924-1930-мĕш çулсенче Бирскри тутар педагогика вĕрентĕшĕпе пĕрлештернĕ, унтан каллех уйрăм. 1934-мĕш çулта Николо-Берёзовка ялне таврăнать, техникум ята илет. 1937-мĕш çултанпа çармăс педагогика вĕрентĕшĕ. Ăна 1956-мĕш çулта хупнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Исеметов С.И. Незабываемый марпедтехникум. Николо-Берёзовка, 2006.
  • Материалы по истории образования и просвещения народов Волго-Уралья в рукописных фондах Н.И.Ильминского. Сборник документов и материалов / Авторы-составители: Р.Р.Исхаков, Х.З.Багаутдинова. – Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ; Изд-во «ЯЗ», 2015. – 620 с.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Аминов Т. М. БИРСКАЯ ИНОРОДЧЕСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ ШКОЛА.(ĕçлемен каçă) — Пушкăрт энциклопедийĕ.
  2. ^ Исхаков Р. Р. СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ КАЗАНСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ (ИНОРОДЧЕСКОЙ) СЕМИНАРИИ — ЖУРНАЛ Вестник Казанского государственного университета культуры и искусств 2015
  3. ^ Нургалиев Д. С. КРАСНОКАМСКОЕ МАРИЙСКОЕ ПЕДАГОГИЧЕСКОЕ УЧИЛИЩЕ 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. — Пушкăрт энциклопедийĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]