Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ
Никĕсленĕ 1863
Хупнă 1918-1930
Директор Тимофеев Василий Тимофеевич (тутарла Бәчели Тимофеев )
Тĕс Вăтам пĕлӳ паракан тата вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен шкул
Адрес Хусан хули
Телефон

Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ (тутарла Казан үзәк керәшен-татар мәктәбе) — Ильминский Николай Иванович тăрăшнипе 1863-мĕш çулта Хусан хулинче никĕсленнĕ[1] вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен вăтам шкул. Вăл 1918-мĕш çулччен ĕçленĕ. Анчах ăна ун чух хупман, ятне çеç çĕнĕрен панă, тата, паллах, тĕллевĕсене улăштарнă.

50 çул (1863-1913) хушшинче унта мĕнпурĕ 4454 арçын ача тата 1885 хĕрача вĕреннĕ. Анчах та вĕсенчен пурте вĕрентевçĕ пулса тухнă теме çук. Вĕрентевçĕ пулса тухнисен шучĕ: арçын ачасенчен — 636, хĕрачасенчен — 260. 1914-мĕш çул тĕлне унтан вĕренсе тухнисенчен 398 çын вĕрентевçĕре ĕçленĕ, 167 çын сăваплăхçă пулнă[2].

Вĕренкенсен йышĕнче тутарсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те пулнă. Вăл шутра — чăвашсем те. Анчах та ку ыйтăва халлĕхе лайăхах тĕпчемен.

Ильминский
Тимофеев Василий Тимофеевич (1836 - 1895)

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Умистори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1863-мĕш çулхи январьтен пуçласа В.Т. Тимофеев харпăр уроксем пама пуçланă тĕрлĕ çынсене (харкамлăхсене).

Малалли истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1863-мĕш çулхи кĕркуннерен В.Т. Тимофеев хайĕн тăван ялĕнчен пĕр çынна чĕнсе илсе вĕрентме пуçланă. Каярахпа ун пек вĕренекенсем татах тупăннă. Мĕнпурĕ — виçĕ арçын ача, пĕр хĕрача. Вĕрнекенсем Василий Тимофеевич килĕнчех пурăннă, унтах вĕренÿ те пынă.

Шкула официаллă майпа уçасси пирки 1864-мĕш çулхи августра йышăну тунă. Н.И.Ильминский тата Е.А.Малов çине шкула сăнаса тăрас ĕçе тиенĕ.

1913-мĕш çул тĕлне шкулта 132 арçын ача, 54 хĕрача, 22 вĕрентевçĕ пулнă. 1918-мĕш çулта шкула Крешшĕнсен вĕрентевçĕ семинарийĕ ят панă. Çапла майпа шкул 1930-мĕш çулчченех тытăнса тăнă.

Шкулпа çыхăннă уйрăм харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашмарин Николай Иванович
Яков Емельянов
Авксентий Юртов
Гаврилов Пётр Михайлович (почта маркки çинче)

Вĕрентекенсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕренекенсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тимрясов Сергей Николаевич (чăваш, 1872-мĕш çулта ку шкула пĕтернĕ)
  • Юртов Авксентий Филиппович (ирçе букварьне ăсталанă çын, хай те ирçе)
  • Емельянов Яков Емельянович (1848 – 1893), сăваплахçă, поэт
  • Даулей Роман Павлович (1879 – 1952),
  • Григорьев -Саврушевский, Давид (1876 – 1939)
  • Михеев Иван Степанович (1876 – 1937), удмурт çуттатуртавçи, ГУЛАГра вилнĕ
  • Аппакова Дарья Семёновна (Даржия Сейфулловна) (1898 – 1948), тутар çыравçи
  • Гаврилов Пётр Михайлович (1900 – 1979), Брест креппăçне сыхлаканĕ, Совет Союзĕн Геройĕ
  • Яковлев Алексей Ефимович , генерал-лейтенант, çарпуçĕ
  • Новиков Пётр Георгиевич (1907-1944), вăрçă паттăрĕ[3]

Ытти çынсем:

Шкулăн тĕллевĕпе чаплăлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

« »
« »
« »

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ильминский Н.И. Дневник старокрещеного татарина. Предисловие // Православное обозрение. 1865. Т. 18 .
  • Ильминский Н.И. Записка по вопросу об отпадении крещеных татар Казанской губернии в 1881 г. // Православный собеседник. 1895. Ч.2 .
  • Ильминский Н.И. О школе для первоначального обучения детей крещеных татар // Православное обозрение. 1865. Т. 17 .
  • Ильминский Н.И. Православное богослужение на татарском языке в Казанской школе для детей крещеных татар // Православное обозрение. 1869 .
  • Ильминский Н.И. Школа для первоначального обучения детей крещеных татар в Казани // Православное обозрение. 1864. Т.
  • Смоленский С.В. В защиту просвещения восточно-русских инородцев по системе Н.И. Ильминского. СПб., 1905. С. 37 .
  • Понятов А.Н. Переход крещеных татар из православия в ислам в Казанской губернии во второй половине XIX - начале XX вв. // Религиоведение. 2007. № 1. С. 35-49.
  • Кузнецова Л.О.Казанская центральная крещено-татарская школа как форпост интеграции кряшен в общероссийскую цивилизацию. 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Соловьёв И. Самарти чăваш шкулĕ. —Листовка.Гублит № 3925, 11 декабря 1825 г. Тираж 1000 экз». Самара, тип. № 1 им. т. Маги «Полиграфа, ома» ул. Венцека и Галактион,
  • Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59. (И.В.Соловьёв тата унăн ĕç-хĕлĕпе кунçулĕ çинчен çырнă хайлав).
  • Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
  • СОРОЧАЙКИН, АНДРЕЙ НИКОНОВИЧ. ДИАСПОРА АВЕРКИНСКО-ИБРЯЙКИНСКИХ ЧУВАШ: ВОПРОСЫ И ОТВЕТЫ. Тип: брошюра Язык: русский ISBN: 978-5-906741-12-7 Год издания: 2015 Место издания: Самара Число страниц: 42 Издательство: Институт анализа экономики города и региона (Самара) УДК: 94 (47): 392.91

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Официаллă майпа тепĕр çултан çеç (1864) уçнă
  2. ^ Известия по Казанской епархии, издаваемые при Казанской Духовной академии. 8 января 1914 г., № 2. – Казань: императорская Казанская Духовная академия, 1914. – С. 109 – 110.
  3. ^ Татьяна Григорьевна Дунаева Кряшеноведение 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Лукина Ольга Валентиновна. Особенности развития образовательной системы Казанской губернии в 1861-1917 годах (на примере чувашских крестьян Янгильдинской волости Козьмодемьянского уезда) — ВЧУ, 2011[

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]