Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ
Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ, Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕ (1884-мĕш çултан пуçласа) | |
Никĕсленĕ | 1872 |
---|---|
Хупнă | паллă мар |
Директор | Ильминский Николай Иванович |
Тĕс | Вĕрнетевçĕсен вăтам пĕлӳ паракан шкуле |
Адрес | Хусан хули |
Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ — Ильминский Николай Иванович тăрăшнипе 1872-мĕш çулта Хусан хулинче уçнă вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул. 1884-мĕш çултан "ютйăхсен" теме пăрахнă, анчах та вăл пурпĕрех вырăс мар шкулсем валли вырăс мар ачасенченех вĕрентевçĕсем хатĕрлес енĕпе специализациленнĕ.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Умистори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Умистори тесе Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕн ĕçĕ-хĕлне шутлама пулать. Вăл 1863-мĕш çултанпа ĕçленĕ. Калас пулать, малтанхи вăхăтра, хăйĕн çурчĕ пуличчен, Крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ тата Ютйăхсен семинарийĕ пĕр тĕлтех ĕçленĕ.
Малалли истори[1]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хысна шучĕпе вĕрентме палăртнă вĕренекенсен шучĕ — 240, вĕсенчен çурринчен кая мар вырăссем, ыттисем — тĕне кĕне ютйăхсем (тутарсем, чăвашсем, çармăссем т.ыт.те). Хысна шучĕпе вĕренкенсемсĕр пуçне тата тĕрлĕрен йĕркелĕмсен стипендиачĕсем тата уйрăм çынсем те пулнă. Вĕрентÿ тăршшĕ — виçĕ çул. 1977-мĕш çултанпа хатĕрлев класĕсем (кашни çул 30 çын) уçнă. Семинарие хысна шучĕпе пĕтерекенсем кайран уписаттĕлнĕ 6 çул янă вырăнта ĕçленĕ.
Çавăн пекех семинари çумĕнче, пĕр вăхăтран пуçласа, чăвашсем, мордавасем (те ирçе, те мăкшă — паллă мар), çармăссем, удмуртсем валли пуçламăш шкулсем йĕркелесе янă — штат тăрăх, кашни халăх енчен 15 вĕренекен.
1894-мĕш çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчен, Тÿре-Шара хушавĕпе, вырăс тата вырăс мар вĕренекенсен пропорцине çĕнĕлле йĕркеленĕ: вырăссем пĕррре виççемĕш (1/3), вырăс маррисем — иккĕ виççĕмĕш (2/3) чухлĕ.
Мĕнпурĕ, 1875-1918-мĕш çулсенче, семинарин куçум уйрăмĕнчен 186 (çĕр сакăрвун улттă) арçын чăваш вĕренсе тухнă. Çав вăхăтрах эстерн шучĕпе вĕренсе тухнă чăвашсен йышĕ — 1000 (пин) çын — арçынсем те, хĕрарăмсем те.
Шкулпа çыхăннă уйрăм харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕрентекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ильминский Николай Иванович, семинарин никĕслевçи тата вĕрентекенĕ
- Бобровников Николай Алексеевич, вĕрентевçĕ, семинари çумĕнчи мастерскойсене ертсе пынă, каярахпа семинари директорĕ
- Ашмарин Николай Иванович, 1899-1919-мĕш çулсенче вĕрентнĕ
- НИКАНОР (чиркÿ тулашĕнче Каменский Никифор Тимофеевич)
- Никольский Николай Васильевич
- Смоленский Степан Васильевич, семинарире малтанхи 17 çулта мусăк вĕрентнĕ
- Александров Николай Александрович, семинари çумĕнчи пуçламăш шкулта мусăк вĕрентнĕ
Вĕренекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Филимонов Даниил Филимонович, Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарине чи малтан (1875) пĕтернĕ чăвашсенчен пĕри
- Александров Николай Александрович (1880-мĕш çулта пĕтернĕ)
- Илле Тăхти, 1903-1908-мĕш çулсенче Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕнче ăс пухнă
- Ирçесемпе мăкшăсенчен тухнă çутĕç тата культура çыннисем: М. Е. Евсевьев, И. Я. Бондяков, З. Ф. Дорофеев, Л. П. Кирюков, М. И. Наумкин, И. Ф. Прокаев, Е. В. Скобелев
- Ирçесемпе мăкшăсенчен тухнă сăваплăхçăсем: Ф. К. Садков, Ф. К. Стрелков
Ытти çынсем:
Семинарин тĕллевĕпе чаплăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В.П.Киржаева калани[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Казанская учительская семинария была учреждена в 1870 г. в соответствии с Правилами о мерах к образованию населяющих Россию инородцев (26 марта 1870 г.), однако уже формулировка самой цели ее создания указывала на многопрофильный характер подготовки учителей — «с целью приготовления учителей для начальных народных училищ Казанского учебного округа вообще и вместе с тем для тех из них, в которых будут обучаться инородцы мало или недостаточно обруселые»
Гильманов Д.Ш., Корнилова И.В., Магсумов Т.А. калани[3]:
Как известно, с историей Казанской учительской семинарии непосредственно связана педагогическая деятельность первых ее руководителей Н.И. Ильминского и его приемного сына Н.А. Бобровникова (шурин чувашского педагога И.П. Яковлева; с 1906 г. попечитель Оренбургского учебного округа). Благодаря усилиям этих видных педагогов, а также вследствие неуклонного втягивания нерусских народов края в капиталистические отношения, разрушения их национальной ограниченности происходило быстрое увеличение числа «инородческих школ», особенно в конце XIX в. |
Р.Р. Исхаков калани[4]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Являясь крупнейшим педагогическим учебным заведением региона с национальным компонентом КУС становится центральным культурно-просветительским институтом крещеных нерусских народов Волго-Уралья. Большинство представителей городской и сельской «инородческой» интеллигенции сформировавшейся во второй половине XIX-начале ХХ в. были ее воспитанниками. В начале ХХ в. в эпоху «эмансипации» из числа учеников семинарии выходят первые деятели культурно-национального и революционного движения. Многие из них, уже в советское время стали активными строителями государственности и национальной культуры нерусских народов региона. Всего с 1872 г. по 1919 г. в семинарии получили образование 1500 чел. Из них 686 - русские, 243 -кре-щеные татары, 179 - чуваши, 128 - марийцы, 110 - мордва, 70 -удмурты, 20 - казахи, 20 - пермяки, 12 - калмыки, 12 - корейцы, 10 - коми, 7 - якуты, 6 - арабы, 6 -башкиры, 6 - зыряны, 4 - алтайцы, 1 - абхаз, 1 - эстонец [9, с. 22]. Таким образом, Казанская учительская семинария воспитала целую плеяду талантливый деятелей национального просвещения, дав им «дорогу в жизнь», способствовала формированию интеллектуальной элиты нерусских народов Восточной России, что стало важным фактором развития их культуры во второй половине XIX - начале ХХ в.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Соловьёв И. Самарти чăваш шкулĕ. —Листовка.Гублит № 3925, 11 декабря 1825 г. Тираж 1000 экз». Самара, тип. № 1 им. т. Маги «Полиграфа, ома» ул. Венцека и Галактион,
- Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59. (И.В.Соловьёв тата унăн ĕç-хĕлĕпе кунçулĕ çинчен çырнă хайлав).
- Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
- СОРОЧАЙКИН, АНДРЕЙ НИКОНОВИЧ. ДИАСПОРА АВЕРКИНСКО-ИБРЯЙКИНСКИХ ЧУВАШ: ВОПРОСЫ И ОТВЕТЫ. Тип: брошюра Язык: русский ISBN: 978-5-906741-12-7 Год издания: 2015 Место издания: Самара Число страниц: 42 Издательство: Институт анализа экономики города и региона (Самара) УДК: 94 (47): 392.91
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Алесандров Г.А. КАЗАНСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ СЕМИНАРИЯ — Электронла чăваш энциклопедийĕ
- ^ Киржаева В.П. КАЗАНСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ СЕМИНАРИЯ В ПОЛИТИКО-ПРАВОВОМ И КУЛЬТУРНООБРАЗОВАТЕЛЬНОМ КОНТЕКСТЕ ЭПОХИ — ЖУРНАЛ Интеграция образования 2003
- ^ Гильманов Д.Ш., Корнилова И.В., Магсумов Т.А. УЧИТЕЛЯ ДЛЯ «ИНОРОДЦЕВ»: ТРАДИЦИИ ЯЗЫКОВОЙ ПОДГОТОВКИ ПЕДАГОГОВ В МНОГОНАЦИОНАЛЬНОМ РЕГИОНЕ 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. — Научный журнал: В мире научных открытий ISSN: 2072-0831 Год выхода: 2015
- ^ Исхаков Р. Р. СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ КАЗАНСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ (ИНОРОДЧЕСКОЙ) СЕМИНАРИИ — ЖУРНАЛ Вестник Казанского государственного университета культуры и искусств 2015
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ". Музей.
- Похвистневский чувашский сельскохозяйственный техникум. — ВК, 26, январь, 2019, 21:23
- Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей "Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева"(ĕçлемен каçă)
- Симбирской чувашской учительской школе - 140 лет